Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паян сăмах пирĕн базăра пур.
паян (тĕпĕ: паян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чи телейлӗ вӑхӑт — паянхи кун, мӗншӗн тесен эсӗ паян ыранхи ҫинчен чи уҫӑмлӑн шухӑшлама пултаратӑн», — терӗм эпӗ хам ӑшӑмра, ҫав вӑхӑтрах юлташа та, ун кӑмӑл-туйӑмне те ӑнлантӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Паян тесен паян авланма хатӗр вӑл, анчах хальлӗхе май ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паян тесен, паян, ыран тесен, ыран — яланах хатӗр, — татӑклӑн хуравларӗ Федя.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Комбайн» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ҫур акине паян тесен паян тухма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Эсӗ: «Юлашки ҫулсенче мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен, чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать. СПИД, наркомани, токсикомани, ытти усал чир-чӗр ҫинчен нумайӑшӗ паян кунччен илтме мар, вӗсем ҫинчен тӗлленмен те. Намӑс-симӗсе ҫухатса, порнографилле ар ҫыхӑнӑвӗсене те уҫҫӑнах кӑтартма пуҫларӗҫ. Паянхи пурнӑҫра кам телейлӗ, кам пуян? Кам улталама, ҫаратма, вӑрлама пултарать, хӑй ӳтне сутса пурӑнать, ҫавӑ», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нимӗнех те каламарӗҫ вӗсем, сӑмах та чӗнмерӗҫ, ҫапах та Сима ӑнланчӗ: ытлашши вӑл кунта паян, ӑна Тамара патне паян тем тесен те кӗртмеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

«Паян, паян ҫырӑнатпӑр унпа, ӗмӗрлӗхех саккунлӑ пӗрлешетпӗр», — савӑнса шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак завода килсе кӗмен пулсан, эпӗ паян тесен — паян фронта тухса вӗҫӗттӗм!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав самантрах, упӑшки паян апат ҫименнине аса илсе: — Айтурах, Ҫтаппан, выҫах ҫӳретӗн-ҫке эсӗ паян? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян мар, паян мар, дустӑмсем.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян тесен паян хускалма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл пултӑр-ха, — терӗ Северьян, — ҫапах та сана паян тесен паян ҫӗрпӗве лартма пулать.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян тесен паян механике куҫма пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эсӗ мана юратма пӑрахман пулсан, эпӗ сан пата паян тесен паян пыма хатӗр.

Если ты не перестал любить меня, то я готова прийти к тебе хоть сегодня.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӑшне суйласа илӗ-ши судпа айӑпласа вилмелле тунӑ ҫын: ак паян илсе кайса ҫакса (е персе) вӗлереҫҫӗ, паян мар тӑк, ыран вӗлереҫҫех ӗнтӗ тесе виҫ-тӑватӑ ҫул хушши кӗтсе пурӑнма-и е айӑпланӑ кунах вилме-и?

Что должен выбрать осужденный на смертную казнь судимый: вот сегодня повесят (или перестреляют) и не сегодня, а в течение трех-четырех лет дожидаться, что завтра убьют, или не умрут в день осуждения?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Качча патӑм, туй турӑм, Паян акӑ мӗн ҫитрӗ, Манӑн ватӑ пуҫӑма Паян акӑ мӗн ҫирӗ!

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аса илсессӗн, Чуна паян та хӑратать, Ватти юмахӗпе килсессӗн, Ӑна паян та вӑратать.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсен те паян калаҫу ҫыпҫӑнмасть: Укахвин хуйхӑ — Галимджан виҫ эрне хушши ҫыру ҫырмасть, Липӑн та шухӑшсем сапаланчӑк — Ятман килетӗп тенӗ ҫӗртенех килеймерӗ, Кабир та вӑрҫа тухса каять, хӑйӗн чӗринче те канӑҫсӑрлӑх сисӗнет — паян темле ӗҫе туса ҫитермен пек, каймалли ҫӗре кайса килмен пек.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем ҫак икӗ кун хушшинче хӑмла ҫырлине ҫӳрерӗҫ, мунча хутса кӗчӗҫ, килти ӗҫсене турӗҫ, паян вара, таврара нимӗнле ҫумӑр пӗлӗчӗ те ҫуккине кура, бригадирсем пырса каласса кӗтмесӗрех хире тухрӗҫ, Кӑтра Михала ҫумӑрлӑ кунсенче икӗ старикпе итем ҫинче ӗҫлерӗ, паянхи каҫ кӳлӗм ҫеҫ, мӗн пур ӗҫсенчен пушанса, кӗлтесем йӗпенсе выртмаҫҫӗ-и-ха тесе, хире кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян ҫеҫ мар, Иван пичче, — пӳлрӗ Левентей, — ҫынсем сан пирки чылайранпа ӳпкелешеҫҫӗ, паян хам куҫӑмпах куртӑм.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех