Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним апла-капла шухӑшласа та ӗлкӗреймерӗ хӗрача, хӑй мӗн тунине ӑнланаймасӑрах шыва сике пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑчавар ачи, утне малалла хускатса ун патнех пырса тӑчӗ те чӗлпӗрне пӑрахса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗт хӗре хресчен патши Ҫӗрпу хули ҫине килме шутланине хӑй Хусанкка утаманпа пӗрле Ҫавал тӑрӑхӗнчи пуянсемпе улпутсене типшар кӑтартса ҫӳренине кӗскен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрӑ, хурлӑхлӑ пулсассӑн та, хӗр чун-чӗрине ҫӗнӗ хӑват пачӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ, асатте, ӗҫ, — куркине тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Путмар ҫинчи ватӑ хуллен сас пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах манӑн пуҫӑм туса пачӗ юрӑ: Пӗри ӑна мухтӗ, тепри тӗппӗн тиркесе — «Пулман ӗҫсем — суя» тесе ӑна хурӗ, Кӗнекине чӗрӗ, чикӗ таҫта тӗркесе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ ӑсӗ-хапӑлне Уҫса пачӗ ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак паян та Унерпи Сӑра ӑсрӗ тирӗкпе, Мулентее чыс туса Курка пачӗ тав туса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Куншӗн Мулентей — шӑпӑрӑҫ — тухатмӑш Пӗр ир пычӗ те тупса пачӗ тӗшмӗш:

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Утаманпа улӗсем умри хура халӑха Вӑл саламшӑн тав туса, ҫунчӗҫ ырӑ сывлӑха, Унтан лашисем ҫинчен сике-сике анчӗҫ те, Вӑрттӑн халӑх пуххине ашшӗ уҫса пачӗ те.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ара, Чӗкеҫ «хӗвелшӗн» Тупа турӗ юратса: Сӑмах пачӗ ӗмӗршӗн Пӗрле арлӑ пуласса.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Урха хӗрне Чӗкеҫе вӑрлама пулӑшсан, Тавӑрӑп лашуна, ула ут пулӗ сан», Тесе сӑмах пачӗ тет харсӑр Еркиней, — Ҫавӑнпа та асту Чӗкеҫе, кинемей!

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинее пиччӗшӗ Пырса пачӗ пыл сӑра, Пӑшӑл-пӑшӑл иккӗшӗ Пуплес илчӗҫ самантра.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑтаймарӗ — сӑмах хушрӗ, ал пачӗ, Чӗкеҫпеле калаҫмашкӑн пулма хушрӗ тӑлмачӑ:

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак пӗр ҫармӑс кӳрсе пачӗ чӗр упа: Ташшине те ташлать, урипе те ҫупать.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫакӑ иртнӗ ҫул уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлама май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Пӗррехинче мана пирӗн батальон командирӗ Сакмаров капитан хӑй патне чӗнчӗ те ҫакӑн пек хушу пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Мана мӗн пулнине фельдшер икӗ кун иртсен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл кашнине уйрӑм задани пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех