Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе юланут купӑста пахчисен ҫумӗпе сиктерсе иртсе кайрӗ.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ку ҫурт ахрат хушӑксемпе сад пахчисен хушшинчи ту хысакӗсенче, ҫыран хӗрринче, сапаланса ларнӑ дачӑсен урамӗсене пуҫлать.Дом начинал собой ряд береговых дач, разбросанных по уступам скал среди пропастей и садов.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Каҫ пулчӗ; сад пахчисен сӑртлӑ тайлӑмне «Гаури-занкар» вилла хӑйӗн вутлӑ ӗлкипе ункӑларӗ.
Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.
Битт-Бой темиҫе тип вар урлӑ каҫрӗ, «Йӗплӗ минтер» хӑна ҫуртӗнчен ҫаврӑнса иртрӗ те пысӑк-анлӑ сад пахчисен хушшинче авкаланса тӑсӑлакан сукмак ҫине, чуллӑ кӗске урама, тухрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ку — хунарпа тӗл пулнӑ самантра вӑл иртсе пынӑ хӑйӑрлӑ сукмак, таврара — пӗчӗк сад пахчисен лапамӗ.То была покинутая им в момент встречи фонаря песчаная дорожка, окаймленная палисадами.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Римран Капуя хапхи витӗр тухса, Капуя тӗлӗнче Кумы хули патнелле пӑрӑннӑ ҫӗрте куҫ умне ытарайми картина тухса тӑрать: маслинӑсемпе апельсинсем ӳсекен сӑртсем, виноградсемпе улма-ҫырла пахчисен айлӑмӗсем, ун хыҫҫӑн тулӑх ҫӗрсемпе ҫарансем ешерсе выртаҫҫӗ, вӗсем ҫинче хисепсӗр нумай сурӑхсемпе мӑйракаллӑ выльӑх кӗтевӗсем ҫӳреҫҫӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫырансен хӗррипе шурӑ ҫуртсем, сад пахчисен эрешлӗ сукмакӗсем сапаланса тухнӑ.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Часах кӗтӳҫӗн улӑм шлепки сад пахчисен хыҫне кӗрсе ҫухалчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗлет, сывлӑш, вӑрман, тинӗс хӗрринелле йӑлмакланса анакан ҫул, виноград пахчисен умӗнчи хӗрлӗ хысаксем, колхоз ҫурчӗсем тата, юлашкинчен, нихӑҫан та ҫухалман тинӗс халӗ курӑнми пулса пӗр япалапа — куҫа шартса яракан шуйттанла ҫилпе ахӑракан, темле, чӗтренсе тӑракан тӗттӗмпе витӗнчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Уйӑх ҫинчи лӑпсӑркка пӗлӗте вичкӗн ҫил нимӗн хӗрхенмесӗр туртса сирчӗ те, местечка ҫине, сад пахчисен ярӑмӗсем ҫине, сарай тӑрри ҫине, сӑрт тӳпинелле улӑхса пыракан отряд ҫине шупка сарӑ ҫутӑ ӳкрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ача чухне эпӗ ҫак тусем ҫинчи сад пахчисен, урамсен, ҫырма хӗрринчи ҫуртсен, кӗтесрен икӗ йӳпленсе каякан вырӑна — икӗ ҫырма Песчинкӑпа Тихӑй пӗрлешнӗ вырӑна халӗ те ҫаплах калаҫҫӗ — илемне туйса илеймен пулнӑ-ха…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1