Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫемье пуҫӗ кин кӗртсен икӗ уйӑхран, карта юписене хытарма тухсан, пахчарах, хӑйне пулӑшма тухнӑ Хреҫҫи умӗнчех, касса пӑрахнӑ йывӑҫ пек, тӳпех ӳкнӗ, куҫне хупнӑ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Ванюк килти пахчарах, сукмак хӗрринчи эмел улмуҫҫи айӗнче выртать.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм, — терӗ Пӗчӗк принц, — ҫынсем пӗр пахчарах пилӗк пин роза лартса ҫитӗнтереҫҫӗ… анчах та пурпӗр хӑйсем мӗн шыранине тупаймаҫҫӗ…
XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ун хыҫҫӑн юлакан каяшӗсем пахчарах йӑванса выртаҫҫӗ.
Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html
Вӑл хамӑр пахчарах пур…
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӑмрасемсӗр пуҫне кунта сад нумай, кашни пахчарах улма йывӑҫҫи, чие, ҫӗмӗрт ӳсет.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпир хамӑр та таҫта пӑрахса кайман, пахчарах улма ҫумланӑ.Да мы и сами никуда не отлучались, в огороде только возились — картошку пололи…
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Карчӑка вӑхӑтлӑха пахчарах чарса тӑрас тесе, Сима Симаков хӳме тулашӗпе пахча еннелле вӗҫтерчӗ.Сам Сима Симаков понесся кругом вдоль забора, чтобы задержать на это время бабку в огороде.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Кашни пахчарах тенӗ пек ӳстерекен хӗвелҫаврӑнӑшӑн тӑван ҫӗршывӗ Мексика иккен.
Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Атнашсен, вӑрман ҫумӗнче пурӑнаканскерсен, ҫеҫпӗл чечекӗ те, серте те пахчарах ҫитӗнеҫҫӗ.У атнашивцев, живущих рядом с лесом, и подснежники, и сныть растут прямо в огороде.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
- 1