Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑрӗпе (тĕпĕ: паттӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сентябрь уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ял-йыш, тӗрӗсрех каласан республика, ятарлӑ ҫар операцин паттӑрӗпе Денис Алексеев 26 ҫулхи кӗҫӗн сержантпа сывпуллашса ӑна юлашки ҫула ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Тӗл пулура республика ертӳҫи Анна Полежаевӑна федераци автономийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе, Раҫҫей Паттӑрӗпе, Николай Гавриловпа паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Ҫак самантра Мухаров хӑйне пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Совет паттӑрӗпе танлаштарчӗ те — хӑйне хӑй ҫав тери мӗскӗн, киревсӗр, ним тӗшне тӑман пӗчӗк ҫын пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Али-Акрам — ҫӳллӗ, тӗреклӗ, кунта ларакансенчен ҫӗнӗ хана ҫармӑссен паттӑрӗпе Ахматекпа ҫеҫ танлаштарма пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти ҫамрӑксем те Хӗлимуна палларӗҫ, ӑна самантрах сырса илчӗҫ, пӗри те пӗри алӑ параҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗпе, Георги хӗресӗн кавалерӗпе ик-виҫ сӑмах та пулин калаҫса пӑхмашкӑн ӑнтӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курава килекенсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Ҫемен Элкерпе, Социализмла ӗҫ Геройӗпе Антон Шордеевпа, Раҫҫей Паттӑрӗпе Леонид Константиновпа тата ыттисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарӗҫ.

Посетители смогут подробнее узнать о народном поэте Чувашии Семене Эльгере, Герое Социалистического труда Антоне Шордееве, Герое России Леониде Константинове и других.

Йӗпреҫри вулавӑш Мухтавлӑ ентешсемпе паллаштаракан курав хатӗрленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30950.html

Вице-премьер - сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх - тӑватӑ ҫул каялла кӑна Чӑваш Енре 43 пин вӑрҫӑ паттӑрӗпе тыл ветеранӗ пурӑннӑ пулсан, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне 28 пин те 43-ӗн кӑна уявлама пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех