Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патронсен (тĕпĕ: патрон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комиссар шӑтӑксене шутларӗ те урайӗнче тупнӑ патронсен шучӗпе тӗрӗслерӗ; пӗрешкел йышах.

Комиссар сосчитал дырки и сверил с числом найденных на полу патронов; эти числа сошлись.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Патронсен тулли комплекчӗ.

Патроны в полном комплекте.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӗсене ротӑри ҫулӑм сапакан пульӑсемпе авӑрланӑ патронсен дискӗсене пӗтӗмпех панӑ.

Им были выданы все имевшиеся в роте диски, заряженные патронами с трассирующими пулями.

Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.

Хӑй ҫак патронсен виҫҫӗмӗш хуҫи пулса тӑнине пӗлмерӗ вӑл.

Он не знал, что приходится тем патронам уже третьим хозяином.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Умне чӗрҫитти ҫакнӑ тата ҫаннисене тавӑрса янӑ Джемма сӗтел ҫине патронсен пӗчӗк ҫыххисене тирпейлесе хурать.

Джемма, в переднике и с засученными рукавами, стояла за столом, раскладывая на нем маленькие пакетики с патронами.

Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Котлов урама хӑвӑрт чупса тухрӗ, унтан хашӑлтатса каялла таврӑнчӗ те: — Снарядсемпе патронсен поездне сиктернӗ… Пирӗн ҫурт патнелле казаксем цеппе килеҫҫӗ. Ухтараҫҫӗ пулмалла. Пирӗн килелле салансан авантарах пулать, — тесе пӗлтерчӗ.

Котлов быстро выбежал на улицу, запыхавшийся вернулся обратно и сообщил: — Взорван поезд со снарядами и патронами… К нашему дому уже подбирается цепь казаков. Возможно, будут обыски. Лучше теперь разойтись по домам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Ытларах парас пулать, — терӗ Сталин, страницӑсене уҫса тухса, вара тупӑсен, снарядсен, патронсен хисепне ӳстерсе ҫырса тухрӗ.

— Надо дать больше, — сказал Сталин, просмотрев страницы, после чего увеличил количество пушек, снарядов и патронов.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ҫав тӗлте чарӑнса тӑмаллах, мӗншӗн тесен ҫапӑҫӑвӑн шалти йӗрки ҫапла тума хушать; патронсен запасне тултармалла, аманнисене пуҫтармалла, ротӑсене йӗркене кӗртмелле, пуринчен ытла тата — тӑшмана тепӗр хут пырса ҫапмашкӑн боевой йӗркесене улӑштармалла.

Он должен там остановиться, так как этого потребует логика боя: необходимо будет пополнить патроны, подобрать раненых, привести в порядок роты, а главное – перестроить боевой порядок в направлении следующего удара.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех