Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑттӑм (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Манӑн икӗ чӗре пулас пулсан, Мариҫ, пӗрне эпӗ сана кӑларса парӑттӑм.

— Будь у меня два сердца, Марись, одно бы, не задумываясь, тебе отдал.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Нимӗн те хӗрхенмӗттӗм, пуҫри хушпӑва парӑттӑм, Сахвине инке.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыйтнӑ пулсан, паллах, каласа та парӑттӑм, — шӑпланчӗ Данилов, лӑпланса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шансах тӑратӑп: тепӗр вунӑ гиньшӗн вӑл ҫурӑмӗнчен ҫӗнӗ чул ҫапасса кӗтместех, чӑнах ҫапла пулса тухсан эпӗ, паллах, мӗн мая килтернине савӑнсах парӑттӑм.

Надеюсь, она не захочет получить новый удар в спину ради вторых десяти гиней, но если бы это случилось, я, конечно, дам ей с радостью, что могу.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сӗтелӗн ҫак кӗтесӗнче — кунта кӗмелли алӑк ҫывӑхӗнче — ирӗклӗ вырӑн шыратӑп, йышӑнман пукан темӗн чухлех, анчах палланӑ сӑнсенчен инҫете лекесрен хӑранипе ҫакӑнта ларма мар, ҫакна хирӗҫлесе аллӑма касма та ирӗк парӑттӑм.

Ища глазами свободного места на этом конце стола — ближе к двери, которой вошел сюда, я видел много еще не занятых мест, но скорее дал бы отрубить руку, чем сел сам, боясь оказаться вдали от знакомых лиц.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ пуян, анчах ҫав ҫын вырӑнӗнче пулассишӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех, ҫав шутра пурнӑҫӑма та, парӑттӑм та…

— Я богат, но отдал бы все и даже свою жизнь, чтобы только быть на месте этого человека.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Енчен те эпӗ ӳсӗр пулман тӑк — эпӗ сире пурне те палуба ҫине туртса кӑларӑттӑм та малтанхи вӑхӑтра уйӑхра ҫирӗмшер шиллинг парӑттӑм.

Если б я не был пьян, я вас всех вытащил бы на палубу и дал бы вам на первое время в месяц по двадцати шиллингов.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Пӗтӗм Невана дворецсемпе пӗрлех парӑттӑм ӑна парне…

Всю бы Неву с дворцами ей подарил…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ, ун вырӑнӗнче пулсан, юлташӑмсем, халӗ кӑшкӑракансене пурне те ним шеллемесӗр ҫар судне парӑттӑм.

Будь я на его месте, дорогие товарищи, всех, кто сейчас кричит, без пощады предал бы военному суду.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Малалла та ҫаплах кулса вӑл каларӗ: сан ещӗкне ӑмӑрткайӑк сӑмсипе йӑтса пынине тата эсӗ ҫав тери ҫӳлтен тинӗсе епле персе аннине курса киленнӗшӗн ҫӗр кӗренке укҫа парӑттӑм.

Продолжая смеяться, он заявил, что заплатил бы сто фунтов за удовольствие посмотреть, как орел нес мой ящик в клюве и как я упал в море с такой страшной высоты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Хам юна парӑттӑм — юрӑхсӑр: иккӗмӗш группа! — хуйха ӳкрӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ленӑна ашшӗ аллине парӑттӑм. Коля шкула ҫӳренӗ пулӗччӗ. Мана вара канма та вӑхӑт».

Лену отдам отцу, Коля в школу пойдёт, а мне и отдохнуть можно будет».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Анчах вӗсем чӑн та чирлӗ пулнине тата аташнине пӗлсен, эпӗ хамӑн пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх ҫитессине пӑхмасӑрах вӗсем патне кайса, врач пулӑшӑвне парӑттӑм, — терӗ вӑл.

Но если бы я был действительно уверен, что хоть один из них болен и в бреду, я, даже рискуя своей жизнью, отправился бы к ним, чтобы оказать им врачебную помощь.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Кунта, пирӗн патӑрта мӗн пулса иртни ҫинчен ӑнланма нумай парӑттӑм эпӗ, — терӗ вӑл.

— Много бы я дал, чтобы понять, что тут у нас происходит.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Манӑн ирӗкӗм пулсан, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне капитан Смоллетта хамӑра пассат патне ҫитерме ирӗк парӑттӑм.

Была бы моя воля, я позволил бы капитану Смоллетту довести нас на обратном пути хотя бы до пассата.

XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ман аллаччӗ вӗсем, — тупса парӑттӑм эп вӗсене ӗҫ…

Мне бы их — я бы им указал дело…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫиме те, мӗн кирлӗ, ҫавна парӑттӑм.

Я бы ей всё есть давал.

Эпӗ пӗчӗк лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пурне те, пурне те парӑттӑм, анчах манӑн нимӗн те ҫук.

Все-все я отдал бы, но у меня ничего не было.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пирӗн судсем арканса кайман пулнӑ пулсан, эпӗ сире суда парӑттӑм.

Я отдал бы вас под суд, ежели бы они у нас не развалились.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Эпӗ Скобелев пулнӑ пулсан, каллех туркӑсемпе вӑрҫӑ пуҫласа ярӑттӑм, вӗсенчен укҫа илӗттӗм, хулара чи лайӑх вырӑнта — Откосра ҫурт лартӑттӑм та ӑна дамӑна парӑттӑм, — вӑл ҫак урамран, ҫак ҫуртран, пурте ун ҫинчен кӳренмелле те пит лайӑх мар калаҫнӑ ҫӗртен пӑрахса кайтӑрччӗ хуть.

Если б я был Скобелевым, я снова объявил бы войну туркам, взял бы выкуп, построил бы на Откосе — лучшем месте города — дом и подарил бы ей, — пусть только она уедет из этой улицы, из этого дома, где все говорят про неё обидно и гадко.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех