Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑп (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Пулсан пултӑр ман телей, Хакне парӑп хамӑнне, Вырас ылтӑн укҫине» — Тесе вӑлӑ тапӑнчӗ Ула лаша хуҫине.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сана тутлӑ панулми ҫитерӗп, вӑрҫӑ ҫинчен те нумай каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кайран каласа парӑп, — терӗ амӑшӗ, хаш сывласа.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ларсан-ларсан, Игнат Васильевича ферзь лартса патӑм, илсенех саламласа алӑ парӑп ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

«Сехетне полицейскине каялла парӑп…» — тет.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кирлӗ пулсан парӑп, анчах вӗсем ҫинче ешӗл ҫулҫӑсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Парӑп эп сана кулачӑ! — тет салтак.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эпӗ сана куллен татса килсе парӑп, — тет Шурик.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ҫунашка туса параймӑп, пӑрала туса парӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Яланах сӗнӳ та, пулӑшу та парӑп.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ун чухне пӗтӗмпех каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑлтавне хӑҫан та пулин тӗплӗнрех уҫса парӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑнтӑрлахи апатпа парӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юплӗ патак валли, питех кирлӗ пулсан, сире эпӗ резина хамах тупса парӑп, анчах ҫерҫисене пӗтерме мар.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫакӑн пек маттурскерне, илемлӗ хӗрачана, кама парӑп эпӗ?

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Эпӗ сана кӑтра ҫӳҫ туса парӑп! — хавхаланчӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

— Эп сире, кӑрккасене, парӑп ак арестленӗ ҫынсене хӗнеме!

— Я покажу вам, куроцапы, рукоприкладствовать с арестованными!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Унта эпӗ сана йӑлтах каласа парӑп

— Там я тебе все расскажу…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ сана кӗпӳне ҫуса, якатса парӑп, атте вӑл вӑхӑтра пушмакна тӳрлетӗ.

Я тебе выстираю рубаху, поглажу ее, а отец за это время починит ботинки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗҫтук пӗлӗшӗ Наталья Лаврентьевна мана ҫапла каласа пачӗ: «Костя сывалатӑн эсӗ, сана питӗ хаклӑ эмел тупса парӑп», — тесе каларӑм, тет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех