Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрман ӗҫлекенсем ҫеҫ сивве парӑнмаҫҫӗ.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ун пек пулсан, эсӗ каҫ выртсан «Паттӑрсем ыйӑха парӑнмаҫҫӗ» ятлӑ романа вула.
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
Сӗверен мӑнастир архимандричӗ вӗсене темле те ӳкӗтлесе, темле те хӑтӑрса пӑхать, анчах лешсем ним тусан та парӑнмаҫҫӗ, ӳкӗте кӗмеҫҫӗ.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Халиччен мӑрса валли уйрӑммӑн пуҫтаракан марччӗ-ҫке? — парӑнмаҫҫӗ лешсем.
19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӑвак чечексемпе армути-мӑянсем ҫеҫ никама та кӗтмеҫҫӗ, ана чиккисенче вӗсем туратланса кармашаҫҫӗ, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла та парӑнмаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тыткӑна лекнӗ вырӑссене илсе килӗр-ха, тесе Наполеон ыйтнине хирӗҫ ӑна, вырӑссем вилсен те тыткӑна парӑнмаҫҫӗ, тенӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
— Большевиксем парӑнмаҫҫӗ! — тесе ответленӗ те пирӗн юлташсем, пӳрт кантӑкӗсенчен нимӗҫсене ҫунтарма тытӑннӑ.— Большевики не сдаются! — ответили наши товарищи и открыли огонь из окон хаты.
Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Чухӑнсем пурпӗрех парӑнмаҫҫӗ.
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Большевиксем нихҫан та ҫапӑҫусӑр парӑнмаҫҫӗ, вӗсем нихҫан та ҫӗнтерӳ шанчӑкне ҫухатмаҫҫӗ.Большевики никогда не сдаются без боя, никогда не теряют надежды на победу.
19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Анчах ҫулҫӳревҫӗсем парӑнмаҫҫӗ.
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Шавласса шавлӑр та — виҫине пӗлӗр: Дарьял ту хушӑкӗсӗр, Тамара майра патша замокӗсӗр Кавказ пире ахаль парсан та кирлӗ мар! — парӑнмаҫҫӗ Гальӑпа Маринка та.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
«Маттурсем! — шутларӑм эпӗ. — Хӑйсем аран-аран ҫеҫ ура ҫинче тӑраҫҫӗ, ҫапах та парӑнмаҫҫӗ!»
Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Тӗрме стражникӗсем халӑха пӑшал кӳпчекӗсемпе тӗрте-тӗрте салатаҫҫӗ, анчах хӗрарӑмсем парӑнмаҫҫӗ: вӗсем юнашар урамсене пухӑнаҫҫӗ е каллех тӗрме хапхи патне кӗпӗрленсе пыраҫҫӗ.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Вырӑссем нихӑҫан та парӑнмаҫҫӗ, май ҫуккине тума та май тупаҫҫӗ.— Русские никогда не сдаются, находят способ сделать невозможное.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Йывӑрлӑхсем татах та пулӗҫ-ха, анчах ҫирӗп тӗллевлисем парӑнмаҫҫӗ.
Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024
«Моряксем парӑнмаҫҫӗ», – терӗ те ял старости Николай Трофимов пӗр пӑтлӑ икӗ кире пуканне ним мар 21 хут ҫӗклерӗ.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
- 1