Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑнмарӗ (тĕпĕ: парӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лавккинче пулмасан, килӗнче пур унӑн, — парӑнмарӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн енче: кашкӑра вӑлтапа тытмаҫҫӗ, теҫҫӗ, — парӑнмарӗ ватӑ салтак.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах рехетленсе пурӑнасшӑн ҫунма тытӑннӑ ҫамрӑк чӗри парӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ ҫын парӑнмарӗ, алӑк патӗнче ҫаврӑнса ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хут парӑнмарӗ, ҫилӗмӗ ытла ҫӑра пулнӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витӗр шӑнса ларнӑ пӗҫернӗ ҫӗрулми шӑлсене парӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темле илӗртсен те парӑнмарӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Пӗлтерет! — парӑнмарӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тен, вуҫех каймалла мар», — парӑнмарӗ иккӗмӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ман хӗр парӑнмарӗ, аттепе анне патне пырса хам умрах макӑра-макӑра йӑлт каласа пачӗ вӗсене: апла та капла, улталарӗ мана сирӗн ытарайми ывӑлӑр, мӑшкӑлларӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах чаплӑ пианист парӑнмарӗ, пачах та урӑхла — унӑн сасси халь Мосальские пушшех те хытӑ айӑпла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм парӑнмарӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ку пурнӑҫ пӑрӑнчӑкне те парӑнмарӗ йӗкӗт, малаллах талпӑнчӗ — аслӑ шкула вӗренме кӗрес шухӑша вырӑна кӳрес тесе те пульницӑри пекех экзаменсене ытлашши «хӑмпӑланмасӑр», «шӑхлич шӑхӑртмасӑр», анчах хӗрсех, хастарлансах, тӗплӗн хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун пекех ӗҫлесен планӗ те, укҫи те пулӗ, паллах, — ҫаплипех парӑнмарӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Курӑпӑр-ха, пирӗн хӗрсене тивӗҫ-и эсир? — парӑнмарӗ Зоя.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Халь ыйткалакансем те ҫук… — парӑнмарӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

— Ку халап тахҫанах кивелнӗ, — парӑнмарӗ Вахлӑй.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм та парӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун умӗнче хам явап тытӑп, — парӑнмарӗ турхан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех