Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

партизансем (тĕпĕ: партизан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Кунта Валентинӑпа Григорий Воронцовсем выртаҫҫӗ. Сире ӗмӗрӗпех асра тытӑпӑр, паттӑр партизансем!» — тесе ҫырнӑ унта.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ку ӗҫе партизансем хутшӑннӑ пуль тесе шутлатпӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче партизансем нимӗҫсен оккупанчӗсем туса хунӑ тӗрев пунктне аркатнӑ.

Во время Великой Отечественной войны партизаны разгромили созданный немецкими оккупантами опорный пункт.

Корма (Октябрьски районӗ) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BD%D3%97)

Пур-и-ха пирӗн партизансем? — ыйтрӗ малта ларакан Раюк Ҫтаппанӗ, хӑй граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче партизанра ҫӳренӗскер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манран аслӑрах Толик Матвеев, хамӑр йышра чи ӑслӑ ача, пире ҫапла ӑс пачӗ: «Атя партизансем йывӑҫ ҫине нимӗҫсене мӗнле ҫакнӑ, ҫырмара пӗр ватӑ йӑмра ҫине кушака ҫавӑн пек тытса ҫакатпӑр. Йӑмра айӗнче самаях тарӑн шыв кӳлленчӗкӗ пур, кайран ҫавӑнта пӑрахатпӑр ӑна. Кушаксем шыва юратмаҫҫӗ, ӑнланса илет вара хӑяр ҫиме юраманнине», — тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫав ҫын партизансем манӑн ҫемьене фронт линийӗ урлӑ каҫарса яма май тупни ҫинчен такамран илтнӗ имӗш…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

…Крапивино ялне партизансем пырсан, вӗсенчен пӗри йывӑр чирлесе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Кам интересленсе вуламан пулӗ писатель Ҫӗпӗр партизанӗсем ҫинчен ҫырнӑ «Тайга паттӑрӗсем», «Ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк», «Ункӑран», «Ҫулӑм витӗр» «Партизансем», «Директор», «Икӗ вӑй» калавсене!

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

1944 ҫулта ҫулла пӗр каҫхине эпӗ пурӑнакан поселока партизансем ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Хальхинче ҫапӑҫу 4 сехет пынӑ, ҫапах партизансем ҫӳллӗшне тӑшман аллине паман.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Партизансем хӑйсен ответлӑ заданине тивӗҫлипех пурнӑҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем вӑхӑтсӑр вилнӗ Кузьмича «мерседесӑн» хыҫалти ларкӑчӗ ҫине илсе вырттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем ӑна туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем вӗсен ҫумӗнчи хӗҫпӑшалсене пурне те туртса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем ҫине вӑл шиклӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтисем каялла пӑхма та ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсем те мотоцикл ҫинчен каска пек йӑвана-йӑвана анчӗҫ, пӗри кӑна тепӗр еннелле сикрӗ те вӑрманалла вӗҫтерчӗ, ӑна та партизансем персе ӳкерме ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем тӳрех пӑшалӗсене шоссе ҫине тӗллесе хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Юнкерссем бомба тӑкма кайрӗҫ ӗнтӗ!» — тесе юлчӗҫ партизансем.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем кунӗпе выртса ывӑнса ҫитрӗҫ, пӗр-пӗринпе шӑппӑн та пулин калаҫма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем командир хушнӑ пек вырнаҫса тухрӗҫ те, кӑнтӑр ҫитнӗ май, апат ҫырткаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех