Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парса (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та яланах халӑхӑн илемлӗ ҫырулӑхӗнче чи пахи, чи кирли — халӑхӑн хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫне, унӑн куллен-кунхи ӗҫне-хӗлне, кӗрешӗвне, кӑмӑлӗ-ӗмӗчӗсене анлӑн сӑнласа паракан, кун-ҫулӑн тапхӑрӗ ыйтнине татса парса, этеме малалла чӗнекен ӗмӗрлӗхе юлмалла ӑста ҫырнӑ кӗнекесем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пурнӑҫламалли ӗҫӗн 60 процентне патшалӑх укҫа-тенкӗ парса пулӑшать, ыттине халӑх хӑй пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Чи хастаррисене, ҫӗнӗ объекта хута яма тӑрӑшнисене ҫав кун сцена ҫине чӗнсе кӑларса чысларӗҫ, тӗрлӗ шайри награда тата парне парса хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе кун пек учреждженисене республика шучӗпе пӗршер миллин тенкӗ уйӑрса парса хавхалантарас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Уява пухӑннисем ушкӑн ертӳҫине Вероника Ивановӑна ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, кулленхи ӗҫре ҫитӗнӳ сунса чӗрӗ чечек ҫыххи парса саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

20 пин ытла педагогика ӗҫченӗ ку сферӑра вӑй хурать, вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшне нумай ҫул яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн патшалӑх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Ҫак савӑнӑҫлӑ та паллӑ кунпа юбилярсене Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ Александр Тихонов саламларӗҫ, парнесем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Давыд Александровича виҫӗ хутчен Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотине парса чысланӑ, медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Давыд Александрович хӑй ӗҫлесе илнӗ тырӑран 200 пӑтне фронта парать, вӑрҫӑ техники валли 15 пин тенкӗ укҫан парса пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ӗҫченсене парнесем парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Колхозниксене те ӗҫ кунӗпе тырӑ, пахчаҫимӗҫ парса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ватӑ хӗрарӑма ҫул парса пурте карах сирӗлсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Э-хе, ҫамрӑк тусӑм, чутах манман, сана пиччӳ укҫа парса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вара вӑл пиччӗшӗ парса яман-и, тесе тӗпчеме тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Паян та киле парса янӑ задачӑна шутламарӑн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пичче ҫыру парса янӑ? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Актай.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ах, чутах манса кайман, — терӗ, кӗсйисене хыпашлакаласа тухса, — ара сана пиччӳ ҫыру парса янӑччӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Колонна пуҫӗнчи хӗрлӗ галстуклӑ арҫын ача хуралта тӑракансене каллех салют парса рапортларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Стройпа килекенсене аллея пуҫланнӑ ҫӗрте, ҫул хӗрринче, тӑракан икӗ ача салют парса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ан та кӗтчӗр, ан та шанччӑр, вӗсен театрне укҫа парса кӗместӗпех.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех