Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парнине (тĕпĕ: парне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пугачев парнине» Айзман мар, Максимов-Кошкинский ҫырнӑ, — каллех тӳрлетрӗ Куянов.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Кӗнекене вулама, юмаха сӳтсе явма хастар хутшӑннисем автор парнине тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789

Чӑваш Ен наци телекуравӗн ятарлӑ парнине Вӑрмарти Егоров ячӗллӗ шкулӑн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантаракан центр вӗренекенӗсем те тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Сирӗн итем ҫипче пытарса хунине Илсе пыма хушрӗ патша парнине, Ҫиментее кӗслипе ямалла Майра патша патӗнче выляса юрлама…»

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗмӗл тирки ҫинчи парнине парасшӑн, Патша кӑмӑлне, ырлӑхне курасшӑн, — Хӑй кӑкри умӗнче хаваслӑ ҫӗклесе Пӗр шуралса, хӗрелсе, тепре чӗтресе, Йӑпӑлтатса калаҫрӗ патшапа самайччен Йӗри-тавра пурнан халӑхсем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе кӗрекере саркаланса ларма япӑх-им, терӗмӗр те, ача парнине васкасах илсе хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Оксана парнине кӑларса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Ахалех чӑрманан эс, Санюк, — терӗ те парнине пӑтаран ҫакса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анук упӑшкин хисеплӗ парнине кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паттӑр парнине илме тивӗҫлӗ, — терӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Парнине тутарсем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Укҫине, парнине нумай патӑр пуль, ҫавӑнпа ун пекех пуйтарнӑ сире вӑл хыт кукар.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле парнине халлӗхе каламастӑп.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Парнине парасси ӑнсӑртран, пачах шухӑшламан ҫӗртен пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Иккӗмӗш кунхине хулари тӗп стадионта иртнӗ эстафетӑра, ҫавӑн пекех пӗтӗмӗшле тупӑшура та чӑвашсен туслӑ ҫемйи РФ Ялхуҫалӑх министерствин чи хаклӑ парнине тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Вилӗсене пурне те асӑнтӑмӑр, парнине патӑмӑр, имлӗхӗ-сиплӗхӗ пулаймарӗ-ҫке, — терӗ анне, питӗ хуйхӑрса.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Парнине саплама пулӗ, вӑл темех мар, крепоҫе ҫухатнӑ пулсан ӑна мӗнле каялла тавӑрмаллаччӗ Сафа-Гирейӗн?

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каялла таврӑннӑ чухне Булат Ширин ҫамрӑк хан ӑна тав тӑвасса кӗтрӗ, анчах Сафа-Гирей ун парнине манса кайрӗ тейӗн, нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑна чӑваш мӑрсисемпе алманчӑсен пуянлӑхӗ ҫинчен сӑмахлама тытӑнчӗ, унтан, алманчӑ парнине пӗр иҫнике тыттарса, каллех сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан парнине тем тесен те Чалӑма ҫитермеллех ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех