Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парнелетӗр (тĕпĕ: парнеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратнӑ ӗҫ сире савӑнӑҫ кӑна парнелетӗр.

Пусть ваша работа приносит вам только радость и удовлетворение.

Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/21/oleg- ... skoj-pecha

Савни те ҫаплах хуравласан эсир ӑна черчен туйӑмсем парнелетӗр.

В ответном чувстве вы способны целиком подчинить себя партнёру и окружить его нежностью.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫуралнӑ кун ячӗпе сехет парнелетӗр тесе эп упӑшкам умӗнче йӑпӑлтатнӑ тетӗр-им?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эсир пурнӑҫ парнелетӗр, ачасене пӑхса ӳстеретӗр, вӗсене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентетӗр, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа ҫупӑрласа тимлӗн пулӑшса пыратӑр, кил вучахӗн ӑшшине шанчӑклӑн упратӑр, пире паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.

Вы дарите жизнь, растите детей, прививаете им высокие нравственные ценности, окружаете своих близких любовью и заботой, охраняете тепло домашнего очага, вдохновляете нас на самые мужественные поступки.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Эсир пӗр-пӗрне ҫепӗҫлӗх парнелетӗр, пуласлӑх валли хаклӑ опыт илетӗр.

Вы будете дарить друг другу нежность и получите бесценный опыт для будущей жизни.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир вӗсене хаваспах лайӑх кӑмал парнелетӗр.

И вы с удовольствием подарите им замечательное настроение.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынна мӗн чухлӗ ытларах ҫепӗҫлӗх парнелетӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах илетӗр.

Чем больше вы подарите заботы и нежности любимому человеку, тем больше получите в ответ.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир ачӑрсене пурнӑҫ парнелетӗр, вӗсене ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданӗсем пулса ҫитӗнме воспитани паратӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа, тимлӗхпе ӑшӑтатӑр, ҫемье вучахӗ сирӗн черченкӗ хулпуҫҫисем ҫинче тытӑнса тӑрать.

Вы даруете жизнь, воспитываете своих детей достойными гражданами страны, окружаете близких любовью и заботой, на ваших хрупких плечах держится семейный очаг.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/07/news-3504321

Сире ырӑ кӑмӑлпа тунӑ ӗҫӗршӗн, сисӗмлӗхпе чун-чӗре ӑшшишӗн, эсир ӑна хӑвӑр пӑхакан ҫынсене парнелетӗр – тав тӑватӑп.

Благодарю вас за бескорыстное отношение к делу, чуткость и душевное тепло, которым вы щедро делитесь со своими подопечными.

Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/08/news-3871645

Эсир тӗнчене ырӑрах тӑватӑр, кил-йышшӑн ырми-канми тӑрӑшатӑр, пурнӑҫ парнелетӗр.

Вы делаете мир добрее, окружаете близких заботой и вниманием, даруете жизнь.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/07/news-3797403

Эсир пепкесене пурнӑҫ пиллетӗр, вӗсене хӑвӑрӑн ачашлӑхӑра савса парнелетӗр, кил ӑшшипе унӑн хӑтлӑхне типтерлӗн упратӑр, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе ырӑлӑх идеалӗсене тӗрӗс-тӗкел сыхласа упрас ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр.

Вы рожаете детей, щедро одаряете их материнской нежностью, оберегаете домашнее тепло и уют, вносите огромный вклад в сохранение духовных ценностей и идеалов добра.

Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/24/news-3979813

Ҫӗнӗ ҫул сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗре пурнӑҫлатӑр, пурсӑра та ӑнӑҫу тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхмалли лайӑх майсем парнелетӗр, кашни ҫемьене савӑнӑҫпа ырлӑх кӳтӗр.

Пусть Новый год исполнит все ваши мечты, принесет удачу, уверенность в завтрашнем дне, радость и благополучие каждой семье.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/12/30/glava- ... et-s-novim

Малашне те пире кашнинех ӗҫ яланах тулли кӑмӑл, савӑнӑҫ парнелетӗр, ҫутӑ шанӑҫ кӳтӗр.

Пусть и в дальнейшем работа принесет нам всегда удовлетворение, светлое будущее, подарит радость.

Вӗл вӗҫрӗҫ ялавсем, шӑранчӗҫ юрӑсем // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.05.07

4. Сирӗн чӗрӗре Хӑйӗн саккунӗпе йӗркисене туса тӑма уҫтӑр, тӑнӑҫлӑх парнелетӗр!

4. Да откроет сердце ваше для закона Его и повелений и дарует мир!

2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех