Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паратчӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл выҫлӑхрахчӗ, ҫакнашкал япаласене хапсӑнарах паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мана асанне каласа паратчӗ ҫав, эпӗ ача чухне пирӗн ялта чечче чирӗпе питӗ нумай ҫын вилчӗ тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Офицерсем хушнине вӑхӑтра та тӗплӗ тӑватчӗ, рапортсене кӗрнеклӗн яшт! тӑрса, аллине карттус сӑмси патне тытса, уҫӑ та янӑравлӑ сасӑпа, куҫран витӗр пӑхса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сыпма юратарах паратчӗ те-ха, ҫавӑ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗ ҫук, хӗрне те качча паратчӗ пулӗ те…

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрхенсе тӑмастчӗ ӗнтӗ, паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасемпе турхансене ял хыҫҫӑн ял паратчӗ, сӑлтавпа та, сӑлтавсӑр та Хусана чӗнетчӗ, хӑна тӑватчӗ, вӗсен ывӑлӗсене тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарма тарӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Турӑ тени мар ҫав вӑл, Настаҫ аппа, чӑн-чӑн ҫын, турӑ тупнӑ пулсан, пӗр пусне те илсе килсе памастчӗ, хӑйӗн тарҫисене валеҫсе паратчӗ», — терӗ начальник, шӳт туса кулса.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Уроксене вӗренсе пӗтерсен, учительница пире мӗн ҫинчен те пулин каласа е вуласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Асатте каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр чир-чӗр ҫинчен каласа ӑнлантарса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш кунсенче Иван пичче мана ҫутҫанталӑкри пулӑмсем ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Картишне тухсан пӑхатчӗ те Ваҫук шалт тӗлӗнетчӗ: ҫенӗк умӗнче Ульти кулкаласа тӑра паратчӗ.

И тем не менее, выйдя во двор, Вазюк обнаруживал возле крыльца смеющуюся Ульди.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мана атте каласа паратчӗ: Пӑкача салтакӗсем хушшинче таҫтан ютран килнӗ чӑвашсем те пурччӗ тет.

Отец мне рассказывал: среди пугачевцев были чуваши откуда-то издалека, с чужой стороны.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫакӑнта Григорьев пӗччен пулнӑ пулсан Мулкач Терушӗ ӑна, ют ял ҫыннине, савӑнсах темӗн те сӳпӗлтетсе паратчӗ ӗнтӗ, ыйтма та кирлӗ пулмастчӗ.

Будь тут Григорьев один, Теруш наврал бы ему семь верст до небес, и просить бы его об этом не надо.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйӗн хӗрне ют ҫӗрелле сутнӑшӑн улпутне вӗлерсе тухса тарнӑ тесе каласа паратчӗ анне…

Будто он убил своего хозяина за то, что тот продал его невесту богатому.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑхличӗсем туса паратчӗ вӑл мана, вырӑсла калаҫма, купӑс калама вӗрентетчӗ.

Он мастерил мне свирели, учил говорить по-русски, играть на скрипке.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫӗ пӑт ыйтнӑ пулсан «виҫҫӗ» те паратчӗ пуль, кӑштах хамӑн ӑс ҫитмерӗ…

Эх, надо бы три запросить, он бы и три дал, не додумался я!..

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗтерне ӗнисене чӗкӗнтӗр ҫеҫки паратчӗ, ҫавӑнпа Ивана курсан та ӗҫлеме пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр чухне, чун уҫӑлнӑ вӑхӑтра, ват хусах вӗсене юмах та ярса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех