Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасшӑн (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эп сире ҫакна ӑнлантарса парасшӑн: Хусана парӑнтармасӑр, унтан Сахиб-Гирее хӑваласа ямасӑр сирӗн ҫӗр ҫинче нихҫан та тӑнӑҫ пурнӑҫ пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫак хута Маркел сана парасшӑн пулнӑ, тем, Никифор Сидорович.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр ҫын та хӑйӗн ирӗкӗпе парасшӑн мар, пуринпе те вӑрҫмалла, тавлашмалла.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яхуте хӑй хуйхине сыхланса, арӑмне йӑпатса, эс кӑмӑлтан ҫав териех ан хуҫӑл тесе каласа парасшӑн пулчӗ, анчах ҫавӑрса калама сӑмах ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ ака туйӗнче алманчӑ ӑна хӑйне ут янӑ чух виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑшӑн парнеленӗ ал шӑллие парасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай пысӑк карачине Карамыш ҫинчен каласа парасшӑн пулчӗ, анчах кунта та ӑнланмалла мар тытрӗ хӑйне Булат Ширин.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӑҫалхишӗн парасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав хӑйӗн ашшӗсемпе аслашшӗсем ҫинчен тӗплӗрех каласа парасшӑн пулчӗ курӑнать те, ҫав вӑхӑтра пӳрте Ахтупайпа ун юлташӗ, Ахтупай пекех тӗреклӗ, ун пекех сап-сарӑ ҫӳҫлӗ те кӑвак куҫлӑ Иливан, кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян текенни Ахтупай сӑмахӗсене аслӑрах дружинника куҫарса парасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Максимов ку роле Эдюкана парасшӑн

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн хыҫра эс татах тепӗр «декрет» тупса парасшӑн курӑнать, — терӗ Федотов лавккаҫӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эс мӗн, мана ал та парасшӑн мар-и? — терӗ Поля Тенюков умне салтакла пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Выҫлӑхпа аптратса тата вӑйпа пусмӑрласа, халӑха парӑнтарасшӑн, ҫапла майпа ҫӗре — помещиксене, фабрикӑсемпе заводсене — хуҫасене каялла тавӑрса парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсер-анархистсем, ав, Хусана хӑвӑртрах чехсен аллине парасшӑн, иртнӗ саманана каялла тавӑрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кама суда парасшӑн эсӗ, Павлуш? — илтӗнчӗ Хӗветӗр сасси.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпӗ делегат мар, ҫавӑнпа Иван Васильевич мана сӑмах парасшӑн мар курӑнать, — терӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ача ҫуратнӑ, — ӑнлантарса парасшӑн пулчӗ Михаил Николаевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Камшӑн спектакль лартса парасшӑн эпир, Павлуш? — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Клубра мӗн пулса иртнине Павлуша каласа парасшӑн пулчӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пин те тӑхӑрҫӗр пиллӗкмӗш ҫулсенче «Хыпар» хаҫата эсерсен аллине парасшӑн хыта ӗҫленӗ, чӑваш социалист-революционерсен ушкӑнне туса хунӑ, анчах вӑл ушкӑна жандармсем салатнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех