Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасшӑн (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырӑ кивҫен парасшӑн мар.

Не дают взаймы…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Сӗнсе пӑхасшӑн мар, ӳкӗтлесшӗн те мар, тӳрех темле ӗҫ парасшӑн иккен.

— Ишь, не попросить, не предложить, а сразу поручить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпир карчӑкпа иксӗмӗр унта та аяккалла парасшӑн марччӗ ӑна, пӗр-пӗр ӑслӑ ҫын тупса хамӑр пата киле кӗртесшӗнччӗ…

К тому же мы со старухой ее на сторону отдавать не хотим — тут найдем, мол, толкового человека да в дом к себе возьмем…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ вӗсем ҫинчен вӗсене хӑйсене каласа парасшӑн.

И выходит, что ты про них им же и рассказать хочешь.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвна кашкӑр сӑтӑр туни ҫинчен эсӗ упана каласа парасшӑн.

Хочешь о проделках волка рассказать медвед.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мукаҫей кӗлӗчӗ валли ҫӗр кастарас мар тесе ҫынсем аслӑ тӳресем валли укҫа пуҫтарса парасшӑн».

— А насчет того, что люди вместо земли порешили собрать начальству денег.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑмӑл, мӗншӗн тесен халь ӗнтӗ йӑлтах паллӑ: ӑна ҫӗр каччи тӑвасшӑн, хӗр вырӑнне арӑм пулма ҫӗр илсе парасшӑн.

Легко оттого что теперь он знал: его хотят сделать женихом земли.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хыпар ҫӳрет-мӗн: кӗпӗрнаттӑр Ӑна парасшӑн пысӑк чин.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пытармастӑп, хӑш-пӗр ыйтусене вӑл час-часах хӑй тӗрлӗ, эпӗ хам тӗрлӗ татса парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ мана качча парасшӑн

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван ҫав-ҫавах калаҫать, вӑтанса тата вырӑнлӑ сӑмӑхсем тупаймасӑр асапланса, хӗрарӑм умӗнче хӑйӗн пӗчченлӗхпе тулнӑ чӗрине уҫса парасшӑн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑн питех те пысӑк шухӑш каласа парасшӑн, анчах чӗлхе ҫавӑрса калаймасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитменнине тата Левентей вӑрҫмасӑр пӗрре те лав парасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав ятпала эпӗ сире пурне те парнесем парасшӑн

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем Хусан валли ясак пуҫтарасшӑн мар, вӑрҫӑ вӑрҫма ҫынсем те, выльӑх апачӗ те, утсем те парасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен килӗшнӗ пулин те халь Сафа-Гирей турткалашать, парасшӑн мар вӑл хӑйне тӑрантса усракан ҫӗр-шыва.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сана тытса хупса Мускав аллине парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, эс пирӗн мӑрса мар тесе хырҫӑ-ясак та парасшӑн пулмӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ара, тутарсем вӑрҫа чарса часрах килӗшӳ тӑвасшӑн, хулана пире парасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссем патӗнче пулнӑ эсӗ тет, сана ҫамрӑк хан ярлӑк парасшӑн мар тет.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех