Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парас (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та кайӑк грипне тӗп тӑвас тата малалла ытти ялсене сарӑлма парас мар тесе ятарлӑ хушӑва алӑ пуссан, Туктамӑш ялӗнчи хуҫалӑхсенчи кайӑк-кӗшӗкпе унтан илнӗ продукцие пуҫтарса илсе (Патӑрьелпе Комсомольскинчи чир тупнӑ ялсенчи пек) тӗп тума та пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Кайӑк грипне сарӑлма парас мар тесе ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗнче ҫак мерӑсене пурнӑҫлама палӑртнӑ: карантин зонинче транспорт ҫӳрессине чакарма, иртсе ҫӳрекен машинӑсене дезинфекцилеме хушнӑ, пур йышши кайӑка ирӗке кӑларма, чӑх-чӗп пур ытти кил хуҫалӑхӗсене кайма, ҫавӑн пекех кайӑк-кӗшӗке е унтан илекен продукцие, тӗрлӗ инвентарьпе оборудование илсе кӗме те илсе тухма, кайӑк-кӗшӗк сутма чарнӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Районти ветеринари ӗҫченӗсем хальхи вӑхӑтра кайӑк грипне тӗп тӑвас тата сарӑлма парас мар тесе ветеринарипе санитари мероприятийӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Кайӑк грипне сарӑлма парас мар тесе кирлӗ пур мерӑна та йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Правительство хушнипе инженерсем Днепр шывӗн энергийӗпе епле усӑ курас ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе темиҫе ҫул хушши шухӑшланӑ.

Несколько лет работали по поручению правительства инженеры над разрешением вопроса, как использовать энергию Днепра.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Экснер малалла Сарӑтура консерватори уҫас тӗлӗшпе тӑрӑшма пуҫланӑ, ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе вӑл ИРМО тӗп дирекцине сахал мар ҫитнӗ.

Следующим этапом в деятельности Экснера стало стремление открыть в Саратове консерваторию, о чём он ходатайствовал в главную дирекцию ИРМО.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Малалла ҫанталӑк мӗнле пулассине тӗрӗс каласа парас тесен, пирӗн Ҫурҫӗрти поляр зонинче ҫанталӑк мӗнле улшӑннине тата Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пӑрсем епле куҫса ҫӳренине пӗлес пулать.

Чтобы предсказывать погоду у нас, надо знать, как изменяется погода в северной полярной зоне, как движутся льды в Северном Ледовитом океане.

Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗтӗм Тӗнчери библиотекӑсен уявӗ умӗн Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулӑн ача-пӑча обществӑлла пӗрлешӗвӗсемпе хутшӑнса воспитани парас тата ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе ӗҫлекен директор канашҫи Эльвира Сулейманова 3-мӗш классем валли кӗнекесем валли закладкӑсем хатӗрлекен мастер-класс ирттернӗ.

В преддверии праздника международного дня библиотек советник директора по воспитанию и взаимодействию с детскими общественными объединениями Бижбулякской средней школы №1 Сулейманова Э.М. провела для 3-х классов мастер - класс по созданию закладок для книг.

"Юратнӑ кӗнекесен страницисенче" акци // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... si-3491013

Чӑннипе, учитель хӑйӗн ӗҫне мӗн чухлӗ вӑй-хал, мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, мӗн чухлӗ пӗлӳ хурать, хӑйӗн вӗренекенӗсене нумайрах пӗлӳ тата пурнӑҫ опытне парас тесе тӑрӑшать.

На самом деле, сколько сил, стараний и чувств учитель вкладывает в свой труд, в желание дать больше знаний и опыта своим ученикам.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Вӑл ачасене ҫӑкӑр ҫынсемшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине, пирӗн сӗтел ҫинче ҫӑкӑр пултӑр тесе тӗрлӗ професси ҫыннисем мӗн чухлӗ ӗҫленине каласа парас тӗллевпе иртнӗ.

Целью было рассказать детям, какое значение имеет хлеб для людей, как много разных профессий трудится, чтобы у нас на столе появился хлеб.

Октябрӗн 16-мӗшӗ - Ҫӑкӑр кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... un-3481789

Шкул директорӗн ача-пӑча обществӑллӑ пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле воспитани парас тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе ӗҫлекен канашҫи Э.М. Сулейманова пуҫламӑш классен учителӗсемпе пӗрле онлайн-активлӑхне хутшӑннӑ, ҫав шайра ачасем ашшӗсемпе пӗрле мӗнле те пулин ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Советник директора по воспитанию и взаимодействию с детскими общественными объединениями Сулейманова Э.М. совместно с учителями начальных классов приняли участие в онлайн активности в рамках которой дети вместе с отцами занимаются каким-либо делом.

Раҫҫейри Атте кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3477333

Вӗренекенсем ӑна хӑйсен предметне юратнӑшӑн, хӑйсен пахалӑхне тата тивӗҫлӗ ҫынсене воспитани парас кӑмӑлӗшӗн хисеплеҫҫӗ.

Учащиеся уважают еë за любовь к своему предмету, личностные качества и желание воспитать достойных людей.

"Учитель ҫинчен вӗрентекен" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3466759

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулӑн директорӗн ача-пӑча общество пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле воспитани парас тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе ӗҫлекен канашҫи Э.М. Сулейманова шкул активӗпе пӗрле Пӗтӗм Раҫҫейри «Учителе юратса» акцие хутшӑннӑ.

Советник директора по воспитанию и взаимодействию с детскими общественными объединениями Сулейманова Э.М. совместно с активом школы приняли участие в Всероссийской акция «Учителю с любовью».

Учитель кунне халалласа // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... sa-3466626

Хӑйӗн тӗллевӗ патне ӑнтӑлакан ҫамрӑксене воспитани парас тесе вӑл ӗҫе мӗн чухлӗ вӑй-хал, чӑтӑмлӑх хывнине куратӑп эпӗ.

Я вижу, сколько труда и терпения вкладывает она в работу, чтобы воспитать вдумчивых, стремящихся к своей цели молодых людей.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Анчах вӗсем тӑвӑлсемпе тӗтресем витӗр ним хӑрамасӑр ҫӗнтерсе туха-туха кайнӑ, самолечӗсене пӑрланса ларма парас мар тесе кӗрешнӗ, Сталин юлташран илнӗ задание чаплӑн туса ҫитернӗ.

Но они мужественно пробивались через бури и туманы, боролись с обледенением самолетов и с честью выполнили задание, полученное от товарища Сталина.

Мускав — Ҫурҫӗр полюсӗ — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах та Звягинцев ҫакна ҫирӗппӗн шанса тӑман-ши: эпӗ, больницӑран тухнӑ хыҫҫӑн унпа пӗрремӗш хут тӗл пулсан, ӑна хӑваласа яма хӑяйман ҫын, ҫак тайгари тӗл пулӑва килме килӗшнӗскер, ун ҫинчен ним те каласа парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ сире каласа парас тени вӑл — чӑн-чӑн реальнӑй япала.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Апла пулсан, манӑн сире тата тепӗр ыйту парас кӑмӑл пур, — терӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сире манӑн аннен пӗр сӑмахне те ӗненми тӑвас тесе, сире каласа парас тетӗп…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑмӑллӑ пулма Завьяловӑн Осокина нимех те пӗлтермен ик-виҫӗ ыйту парас пулать те тухса каяс пулать.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех