Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паракансем (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районта ҫынна пулӑшакан, яланах алӑ тӑсса паракансем пурӑнни савӑнтарть.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Вӗсем хушшинче пӗр ҫу каҫиччен темиҫе ҫамрӑк ӑру паракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ялти пуянтарах ҫынсем, халӑх умӗнче ырӑ ятлӑ пуласчӗ тесе, хуткупӑс е сӑмавар паракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Экзаменсем паракансем валли ӑнӑҫлӑ эрне.

Прекрасное и удачное время для тех, кто сдаёт экзамены.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑрманӗ ку тӑрӑхра халӑхӗнчен пуян, ӗҫлесе паракансем нумай, кирлех пулсан сыснисене Салакайӑк мӑйӑр тӗшшипепе те тӑрантарма пултарать.

Леса в этой стороне богатые, работников тоже в избытке, надо — и лесными орешками накормят поповских свиней.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑмахран, хӑш-пӗр предприятисем мобилизаципе кайнӑ сотрудниксен ӗҫ укҫине сыхласа хӑварнӑ, жилетсемпе каскӑсем туянса паракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Малтанах критиклекенсем те тупӑнчӗҫ, ырӑ сӗнӳ-канаш паракансем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Ӑс паракансем нумай пулчӗҫ Павӑла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Взятка (укҫа паракансем, паллах, мӗнле те пулин ӗҫ тунипе ҫыхӑннӑ) тени пирӗн кулленхи пурнӑҫ пулнине хамӑр лайӑх пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Пирӗн тӗллев — вӗсене хӑйсен бизнесне аталантарма, тавар туса илекенсен регионти тата тӗнчери сыпӑкӗсене хутшӑнтарма майсем туса парасси, ҫав майсем вӗсене ӑнӑҫуллӑ предпринимательсем тата тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫ паракансем пулса тӑма пулӑшчӑр.

Наша задача – создавать такие условия, чтобы они могли развивать свой бизнес, встраивать их как в региональную, так и в глобальную товаропроводящую цепочку, чтобы в дальнейшем они стали успешными предпринимателями и добросовестными работодателями.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Пире канаш паракансем кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Анчах философа вӗсен шухӑшӗсем ҫинчен каласа пама пуҫласан, вӑл тарӑхса ҫитсе: ытти йӑхсенчен тухнӑ ӑнлантарса паракансем те ҫак икӗ анкӑ-минкӗ пекех-и вара, тесе ыйтрӗҫ.

Но когда я стал излагать философу их взгляды, он вышел из себя и спросил: неужели и все остальное племя толкователей состоит из таких же олухов, как они?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Куҫа курӑнакан мӗлкесенчен пӗри мана хӑлхаран шӑппӑн ҫак чапа тухнӑ икӗ ҫын произведенийӗсене ӑнлантарса паракансем леш тӗнчере вӗсенчен самаях инҫетре ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ.

Один из призраков шепнул мне на ухо, что на том свете все эти толкователи держатся на весьма почтительном расстоянии от прославленных мудрецов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсен произведенийӗсене ӑнлантарса паракансем ҫав териех нумаййӑн пухӑнчӗҫ те, вӗсенчен темиҫе ҫӗр ҫыннӑн картишӗнче тата утрав пуҫлӑх ҫурчӗн ытти пӳлӗмӗсенче черет кӗтсе тӑмалла пулчӗ.

Этих толкователей набралось так много, что несколько сот их принуждены были подождать на дворе и в других комнатах дворца.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Призывран пӑрӑннӑшӑн рекрут хӑй кӑна мар, унӑн ҫемьи те, хурӑнташӗсем те, дезертире ӗҫ е ҫимелли паракансем пурте ответ тытмалла пулнӑ.

За уклонение от призыва отвечая не только рекрут, но и семья, и родственники, и все те, кто дал работу или еду дезертиру.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Канаш паракансем тата…

Советчики!

XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫуралнӑ ҫӗршыва юратса уншӑн юнне паракансем ҫинчен пӗлмеҫҫӗ-ши вӗсем?

Как вяжутся такие слова с их    представлениями о геройстве, любви к родине и прочих таких вещах?

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Ятне унӑнне, паллах, малтанах шухӑшласа хунӑ, ятне паракансем вара: ячӗ пур-тӑк япали те пулмалла тенӗ.

А название, очевидно, придумали заблаговременно, и авторы его, несомненно, исходили из принципа, что раз существует название, то должна существовать и вещь.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ӑна пулӑшакансем мар — агентсем, канаш паракансем мар — хушнине тӑвакансем, воинсем мар — вестовойсем кирлӗ пулнӑ.

Ему нужны были агенты, а не помощники, исполнители, а не советники, вестовые, а не воины.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

— Мӗнле апла ӑс паракансем? — тенӗ Миките.

— Это как же советники? — сказал Никита.

III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех