Шырав
Шырав ĕçĕ:
«American Woman: Fashioning a National Identity» (2010), 1890–1940 ҫулсенчи АПШ хӗрарӑмӗсен модинчи революцилле улшӑнӑвӗсемпе паллаштарнӑ, вӗсем хӑйсен вӑхӑтӗнчи политикӑпа социаллӑ идейӑсене мӗнле кӑтартса панине сӑнласа панӑ.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
Ленин Россия халӑхне мӗн панине, халӑх ӑна мӗншӗн шаннине, юратнине пӗлтӗм.
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
Ҫав американец каласа панине сире те пӗлтерем-ха апла…
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Милиционер каласа панине аса илтӗм: «Ирина ятлӑскер, пединститут студентки…»
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Сана халь, Шупашкарти юлташӑм, Светлана ҫинчен генерал каласа панине аса илсе ҫырса ятӑм.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Тепӗр тесен, эпӗ халь сире каласа панине манӑн ак ҫак пӗчӗк мӑнукӑм та ӑнланать…
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Йӑлтах тепӗр хут аса илтӗм: пӗчӗк Нонна мӗнле макӑрнине те, вӑл пире — чирлисене — сивӗ шыв ӗҫтересшӗн мар пулнине те, ачасем хӑйне «бакенщик» тесе чӗнни ҫинчен каласа панине те, сӑпка юррисем юрланине те…
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Енисее ҫав тери юратнипе ватӑ ашшӗнчен — Байкалран тухса тарнӑ Ангарана, вӑл Падун тӑвӗсемпе кӗрешсе куҫҫульпеле юн юхтарнине, тумламсем ӳкнӗ вырӑна хӗрлӗ чечексем шӑтса тухнине, кайран ҫав чечексем пӗтӗм тайгана сарӑлнине, ҫынсем вӗсене «хӗлхемсем» тесе ят панине аса илтеретчӗҫ…
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Тӗслӗхрен, виҫӗ ҫул хушшинче республика бюджетӗнчен 545 миллион тенкӗ калӑпӑшпа уйӑрса панине пула бизнес 2,3 миллиард тенкӗлӗх оборудовани туяннӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Мускав панине туллин тенӗ пек ӗҫе кӗртнӗ, хамӑрӑн хыснарипе вара ку кӑтарту планланинчен пӗчӗкрех — 86% яхӑн.
Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce
Революциччен, калӑпӑр, «Нарспи» поэмӑна кашни алла тытса вулайман, нумайӑшсем, пӗрле пухӑнса ларса, пӗр-пӗр ҫын вуласа панине итленӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Малтан турӑ мӗн панине сыпса пӑхар-ха, — стаканне йӳҫӗ пыл тултарчӗ Хумкка, пӗр стаканне Ҫимун умне шутарса лартрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Митална мӗншӗн панине каласа пар-ха, Ваҫук.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑ командир каласа панине те чӗлӗмсӗр пӗтӗмӗшпех туйса илеймӗн.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унашкал чухне мӗншӗн эсӗ хушнине, эсӗ канаш панине итлес мар?
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ним пытармасӑр каласа панине илтсен, Анук ҫухалса кайрӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан чӗри туйӑмӗ ҫинчен пуҫламӑш хут каласа панине Матӗрне ним иккӗленмесӗрех ӗненчӗ, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хучӗ.
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Богданов аллӑ тенкӗне тепӗр хут панине тата пӗр эрне ӗҫ укҫи малаллишӗн тӳленине те шеллерӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тем тери асаплантарсан та кӗнекене кам панине каламӑп», шухӑшларӗ Микула.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эсӗ тӗплӗнрех каласа панине илтесшӗн килнӗ эп.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.