Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памасӑр (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна кура Аркадий те тӑп чарӑнчӗ те вӑрт сулахаялла сулӑнчӗ, кӗпер карлӑкӗ урлӑ аялалла тимлерӗ — хумханса, пӑтранса, авӑр евӗр хӑмпӑланса тӑракан шывра, пӗр вырӑнта, сарӑ квадрат майлӑрах лаптӑк палӑри-палӑрми мӗлкеленсе ҫуталкалать, тачка пӑяв пек хумсем, унран уйрӑлса, авӑнчӑк-пӑрӑнчӑк ункӑлана-ункӑлана, пӗр-пӗрин ҫине йӑвалана-йӑвалана, утлана-утлана, шуйхӑнсах аяккалла йӑпӑртатаҫҫӗ, йӑкӑр-йӑкӑр кусаҫҫӗ; сарӑ «квадратпа» юнашарах, хӑйне путма памасӑр: «Пулӑшӑ-ӑ-ӑр!» тесе пыр тулли тӑвӑнса кӑшкӑрашкаласа, ӗҫ ҫи-пуҫлӗ темле арҫын халсӑррӑн тапӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий ҫакна пӗр авӑк сас памасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан, хевтесӗр кулкаласа, куҫне аяккалла тартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сассӑр «хут купӑса» пӗр еннелле тӑсса, унта ҫырнине малтанлӑха тӳрлете-тӳрлете ҫырмалли хут листи ҫине ӳкерме-куҫарса ҫырма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, ун патне, урай хӑмине нӑтӑрт-натӑрт тума памасӑр пускаласа, Татьяна Николаевна пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурнӑҫ ҫӑлкуҫне шалтан тан таптараканӗ, пурнӑҫ кӑвайтне сӳнме памасӑр типӗ, тӑн-тӑн хурӑн пуленкисем хурса, карлаттарса ҫунтарса тӑраканӗ вара каллех Полина пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулсан, вӗсен, ҫула ҫитсе пыракан ҫамрӑксен, шалти чӑлтӑр-чӑлтӑр юрату хӗлхемне сӳнме памасӑр, пӗрлехи уявӗ «ҫураки» вӑхӑчӗпе «тӑван урама ҫаврӑнса ҫитессе» кӗтсе пурӑнмалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр-пӗринпе уҫӑмсӑррӑн, чӑмла-чӑмла сӑмах ҫӑркаласа, урисене пӑтавкка ҫыхса янӑ пек йывӑррӑн куҫаркаласа, енчен енне сулӑнкаласа, ҫынна сывлама та памасӑр антӑхтарса яракан, пӳлентерсе лартакан хирӗҫле вӗрекен ҫиле ҫӗне-ҫӗне, ҫак санлӑ, маяксӑр-мӗнсӗр ҫулпа сӗтӗрӗнчӗ те ӗнтӗ кӑлӑх чипер ӳсӗрӗлнӗ, самаях минренӗ мӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунта норма тултарайман рабочисене аслӑ мастер, Владимир Сергеевич, куҫ уҫтарма памасӑр намӑслантаратчӗ, вӑрҫатчӗ, ахаль те пӑсӑк кӑмӑла пӗтӗмпех ҫапса хуҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— А-а, тӗлӗнтерме-и, — сиксе ӳкрӗ Варвари, зоотехника каласа пӗтерме памасӑр, — илтчӗр, пурте илтчӗр.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Комитет ирӗк памасӑр эпир пӗри те залран тухма пултараймастпӑр.

А зал мы не имеем права покидать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Комитет ыйтнипе, пурне те зала пухӑнма каларӗҫ, комитет ирӗк памасӑр никама та тухса ҫӳреме хушмарӗҫ.

По требованию комитета, всем было предложено собраться в зале и без разрешения комитета никуда не отлучаться.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Памасӑр!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӳрте кӗни мӗн вӑхӑт ӗнтӗ — хӗрсене ал памасӑр тӑратпӑр!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна шухӑшласа тӑма вӑхӑт памасӑр: — Сӑхсӑх! — тесе хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ ҫав-ҫавах сас памасӑр та пӗр хускалмасӑр выртни Макҫӑма хӑратса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та хӑй тепӗр ыйту памасӑр та чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫа ямшӑк вырӑнне кама ярассине Иливан малтанах пӗлсе тӑчӗ — хӑйӗн тӑванне, Автее шанса памасӑр кама шанса патӑр ӗнтӗ турхан арӑмӗпе мӑнукне?

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода ӑна каласа пӗтерме памасӑр ҫийӗнчех хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Памасӑр!

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӗннӗ, чӗннӗ, — терӗ Иван Васильевич ӑна каласа пӗтерме памасӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑрах курӑр, эп атте ӗнси ҫинче урӑх ларас ҫук, — терӗ вӑл хӑвӑрттӑн мана ҫӑмах хушма памасӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех