Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрчӗҫ (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмарӗ, пирӗн ҫинчен ырӑ мар сӑмах-юмах ҫӳре пуҫларӗ, ӗҫре те пӑтӑрмахсем палӑрчӗҫ: прогулсем йышланчӗҫ, «чирлеме» тытӑнтӑмӑр — ал-урасем «уставра» хушнипе ниепле те пӑхӑнасшӑн мар, ӗҫ патне ҫыпҫӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Унӑн куҫӗсем тӑрук вӑйлӑ ҫутӑ ҫине пӑхнӑ пек хӗсӗнчӗҫ, пит ҫӑмартисем ҫинче вӗтӗ кӑна хӗрлӗ юн тымарӗсем палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пирӗн епле те пулсан хӑвӑртрах хамӑрӑн ӗҫе пӗтӗмӗшпех парӑннӑ, хӑюллӑ ҫынсен ӑруне вӗрентсе ҫитӗнтермелле, мӗншӗн тесен пирӗн хӑйсен вӑйсӑрлӑхне хитре сӑмахсемпе витсе тӑракан лӑпӑртисем палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор сӑнӗ шуралса кайрӗ, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вячеслав Лаврушкин, Зуфар Тимаев, Владимир Калашников аслӑрах йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи республика тулашӗнчи ӑмӑртусенче те пӗрре мар палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Ӗҫтешсемпе хутшӑнни, опытпа ылмашӑнни, производство малта пыракансен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашни – ҫаксем пурте мероприятире анлӑн палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... te-3353036

Шкулти ҫамрӑк армеецсем «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисенче «Силовая гимнастика» тата «Строевая подготовка» конкурссенче палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Маттур ачасем «Ял шкулӗн чи лайӑх хаҫачӗ» номинацире палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Ҫӗршыври 15 облаҫри 650 спортсменпа тупӑшса ентешсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ.

Соревнуясь с 650 спортсменами из 15 областей страны, наши земляки проявили себя с положительными результатами.

Марафонра палӑрчӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Арҫынсен фольклор коллективӗ «Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташши», «Санар» Чулхулара иртнӗ наци инструменчӗсен фестивалӗсенче палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Хӗрарӑмсенчен «Шевле» ача садӗнчен тӳрех иккӗн — Людмила Фомкинӑпа Лидия Можаева палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Мастер-классем, концерт программисӗр пуҫне вӗсем ыркӑмӑллӑхпа та палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Кашни колоннӑра Ҫӗнтерӳ символӗсем палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Вӑрнарти 1-мӗш, Калининӑри, Ҫӗрпелти, Малти Ишекри, Хапӑсри, Ярмушкари, Туҫи Мӑратри шкулсенче, Калининӑри шкул-интернатра тата Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекенсемпе педагогсем, историпе краеведени музейӗн хастарӗсем, Ҫавалкас, Хирпуҫ, Ершепуҫ, Ярмушка ял поселенийӗсенче пурӑнакансем, Мӑньял Хапӑсри тата Шӗнер Ишекри культура ҫурчӗсен маттурӗсем уйрӑмах активлӑхпа палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Пирӗн республикӑри тӗрӗ ӑстисемпе культура учрежденийӗсен пӗрлехи вӑйӗпе ирттерекен анлӑ акцисем пӗтӗм ҫӗршывӗпех палӑрчӗҫ.

Масштабные акции, которые проводятся силами вышивальщиц и учреждений культуры нашей республики, прогремели на всю страну.

Олег Николаев Чӑваш тӗррин кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/26/gla ... aet-s-dnem

Халь ӗнтӗ Енчӗпек пичӗ ҫинче тӗмпӗл-тӗмпӗл хӗрлӗ пӑнчӑсем палӑрчӗҫ.

Теперь пришла очередь краснеть Ендебек — лицо ее враз зарделось румянцем.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурте вӑр-варлӑхпа палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

К.Николаева, Д.Сафьянова, М.Лукиянова, П.Романова, И.Шакуров, С.Петров, А.Краснов 5—7-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Кунта характерсем тӑп-тулли янкӑрланса палӑрчӗҫ.

Здесь характеры выразились вполне отчетливо.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫутӑ сӳнчӗ, ҫав самантрах хуп-хура сӗмлӗхре виҫӗ сефиротӑн улӑпла мӗлкисем палӑрчӗҫ; ҫак ӗлкесем чӗтреҫҫӗ, ҫутӑ кӑлараҫҫӗ — туртӑнса ҫирӗпленчӗҫ, витӗр кӗме ҫуклӑх, виҫе, ӳт, сывлав илчӗҫ; акӑ халӗ вӗсен ури айӗнче урай чӗриклетет.

Погас свет, и тотчас в глубоком мраке наметились гигантские очертания трех сефиротов; контуры эти колебались, светились — напряглись, получили непроницаемость, вес, тело, дыхание — и пол скрипнул под их ногами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех