Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрчӗ (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кун ун чӗрин вӗри таппи, ун кӑмӑл-туйӑмӗн таса ҫамрӑклӑхӗ пушшех те уҫҫӑнрах палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче пӗррехинче Люся чирлесе ӳкнӗ тенине илтрӗм, каярахпа Люся йывӑр ҫын иккенни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сасартӑк унӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тата совет обществинче пӗр чӗлхе патне пымалли ҫулӗ те уҫҫӑнах палӑрчӗ, ку ҫул — тӗрлӗ халӑхсем хӑйсен, тӑван чӗлхине пӑрахса, майӗпен вырӑс чӗлхи ҫине куҫса пырасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Анчах та театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн лартнӑ малтанхи драмӑллӑ спектакльсемех («Никита Бичурин», «Нарспи» тата ыттисем те) халичченхинчен лайӑхрах пулса тухни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анук хӗрелсе кайрӗ, унӑн питӗнче икӗ енче икӗ путӑк палӑрчӗ, куҫӗ хаваслӑн йӑлкӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Ӑна хуйха-суйхӑ кӑшлать ӗнтӗ», — шухӑшлаттӑм эпӗ, анчах каярахпа урӑххи палӑрчӗ: укҫине хӗрхеннипе Упандиров хыт кукарланать иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Мана ӑнланма тӑрӑш: упӑшкаран уйрӑлас тесе вӗткеленсе ҫӳренӗ вӑхӑтра ман ҫие юлни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Эсӗ? — хуралҫӑсем тӗлӗнни тӳрех палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Оренбург патӗнче те, Хусан таврашӗнче те ҫакӑ лайӑх палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр куҫӗнче халиччен пулман ачашлӑх туиӑмӗ палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран палӑрчӗ: иккӗшӗ те коммунистсен арӑмӗсем.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук каланӑ тӑрӑх Ҫӑрттан кӳллинче те пулӑ пурри палӑрчӗ, анчах ӑна тытмалли нимӗнле хатӗр ҫукки пурне те шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аманнисене эвакуацилекен транспортпа ҫийӗнчех илсе каятчӗҫ»,— каласа кӑтартма йывӑрри палӑрчӗ ҫар ҫыннин сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «шӑмпӑр-р-р!» сасӑ илтӗнчӗ: пӗве Сашӑна ҫапла хавхаллӑн, хапӑлласа «ытамлани» палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ак ӗнтӗ Улатимӗр ҫӗре пӑлтӑр-палтӑр персе анни те палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн куҫӗсенче ирхи ӳпке-сапка, ютшӑну-кӳренӳ сивлекӗ мар, каҫару-туслашу ӑрши выляни те палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫав енченех сывлава пӳлсе хуплакан вӗри сывлӑш кӳлетсе тӑни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫынсен ушкӑнӗ тӗлне ҫитрӗ ҫеҫ — умра темскер машинӑна тӳнк! туса хыттӑн ҫапӑнни палӑрчӗ, хыҫҫӑнах пилӗк-ултӑ метр малалла вӑркӑннӑ, юнланса пӗтнӗ арҫын ача кӳлепи пӗр хускалмасӑр асфальт ҫинче выртса юлни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн малалли ӗҫне-хӗлне кура вӑл уҫӑ вучах чӗртме хатӗрленни палӑрчӗ

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех