Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинче вӑл чӑн-чӑнах ҫилленсе кайни палӑрнине эпӗ инҫетренех куртӑм.Даже издали видно мне было, как неподдельное возмущение отразилось на его покрасневшем лице.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Анчах Базаровӑн амӑшӗ куҫӗсенче мӗн палӑрнине шутласа ларма вӑхӑт пулмарӗ; вӑл ӑна сайра-хутра кӑна, кӗске ыйтусемпе кӑна чӗнкелерӗ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӗненӗр, эпир сирӗнпе ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем пулин те, унӑн туйӑмӗсем мӗн тери тарӑннине, ҫав туйӑмсем унра мӗн тери вӑйлӑн палӑрнине эпир ӑнланса ҫитерейместпӗр; ҫакӑ унӑн аслати пекех сасартӑк, сирсе сирӗлми тӑвӑлланса килет.
XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫав ҫырусенче Лузгина пӑртак кӳренни палӑрнине шута илмесен те, унта ӑна никам юратманнине, хисеплеменнине, халлӗхе унран хӑракаласа ҫеҫ тӑнине ӑнланса илме пулать!
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халлӗхе хуторсем ҫапӑҫӑва уйрӑмшарӑн хатӗрленчӗҫ; сотньӑсем турӗҫ, пухусенче чи хӑюллӑрах казаксенчен, чинне-мӗнне пӑхмасӑр, ҫапӑҫусенче палӑрнине шута илсе, командирсем суйларӗҫ, наступленипе каймарӗҫ, кӳршӗллӗ хуторсемпе ҫеҫ ҫыхӑну тытрӗҫ тата таврари вырӑнсене юланутсемпе разведка турӗҫ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий санитарӑн куҫӗсенче малтан мӑнаҫлӑхпа йӗрӗнчӗклӗх сиснӗччӗ: халӗ вӑл унӑн сассинче те хӑйне ыттисенчен мала хума пикенниех палӑрнине туйрӗ.В оттенке его голоса прозвучало то же превосходство и презрение, которое уловил сотник во взгляде.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Хӗр, — ответлерӗ Аксинья Григорий вырӑнне, анчах та старикӗн пичӗ ҫинче кӑмӑлсӑрлӑх палӑрнине асӑрхарӗ те хӑвӑртрах хушса хучӗ: — Ытарма ҫук хитре, каснӑ лартнӑ Григориех ӗнтӗ, — терӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Семен ҫав ята парасшӑн пулчӗ, эпӗ хирӗҫмерӗм, — тет Ниловна, хайӗн пӗркеленчӗк пӗчӗк пит-куҫӗнче кулӑ палӑрнине тытса чараймасӑр.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Яхно комиссарӑн сӑн-питӗнче мӗн палӑрнине куҫпа курма хӗн, анчах, апла пулин те, вӑл ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ та хаваслӑ иккенӗ сисӗнет.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тинкеререх пӑхсан, кивӗ шӑтӑк патӗнче темле ура йӗррисем палӑрнине асӑрхарӗ.А около старой норки разглядела едва заметные многочисленные следы чьих-то лапок.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Вӗсенчен пӗри ыттисене иккӗшне пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхма пултарнинчен мӗнле уйрӑмлӑхсем палӑрнине курӑпӑр.Посмотрим, какие разности обнаружатся от возможности одному из них сравнивать двух других.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Экзаменсем пӗтнӗ хыҫҫӑн Чэнь Ши-чэн куҫӗнче темле расна ҫутӑ палӑрнине, ун пек чух ӑна чӑрмантарма юраманнине, киле иртерех питӗрӗнсе лармаллине ҫывӑхра пурӑнакансем ытти ҫулсенчи тӗслӗхсенченех лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Унӑн пӗтӗм кӗлеткинче вӑйсӑрлӑхпа ачалла мар хурлӑх палӑрнине курсан, Давыдов ӗхлетсе ҫеҫ илчӗ те тула тухма васкарӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнов хӑй пулсан ӗнтӗ, ҫапла шӳтлесе саламланине хирӗҫ саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе хунӑ пулӗччӗ те, хӑтарса тӑкма хатӗр сассине хытарса: «Шӳтлесе тӑма вӑхӑт ҫук кунта пирӗн. Мӗншӗн халиччен те тырруна кӳрсе памастӑн?» — тесе янӑ пулӗччӗ, анчах Ванюшка Найденов авӑ, кил хуҫисен сӑнӗ-пичӗсенче кӑшт сивӗрех кӑмӑл палӑрнине асӑрхаман пекех, йӑл кулса: — Ҫӑкӑр-тӑвар умӑрта пултӑр! — терӗ.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав ҫулӑм кайран Ольга куҫӗсенче йӑлкӑшнине, хӑйӗн шухӑшӗ Ольга сӑмахӗсенче палӑрнине, хӑйӗн шухӑшӗсене Ольга ӑнланса илнине курсан, Штольц мӑнкӑмӑллӑн та телейлӗн савӑнать; Штольц кӗскен те кичеммӗн калани, вӑл каланинчен мӗн те пулин асра юлни кайран Ольга хӗрарӑмла илемлӗ каланӑран пушшех илӗртӳллӗ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм; ман ҫине вӑл куҫне пӗр сиктермесӗр те лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, шуранкарах тути йӑвашшӑн кулкаларӗ; хӑй нимӗн пирки те пӑшӑрханмастчӗ пулин те, эпӗ унӑн шуралса кайнӑ пит-куҫӗнче вилӗм мӗлки палӑрнине ас туса илтӗм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мересьев сӑнӗ ҫинче савӑнӑҫ вырӑнне вӑл тарӑхни палӑрнине курсан, капитан тӗлӗнсех кайрӗ:Капитан был поражен, увидев на лице Мересьева вместо радости возмущение.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫук, эпӗ ахаль лётчик кӑна, — тесе ответ пачӗ те Мересьев, хӑйӗн сӑмахӗсем хыҫҫӑн карчӑкӑн хускалман сӑн-пичӗ ҫинче пӗр харӑсах тӗлӗнни те, кӳренни те, тарӑхни те палӑрнине курса, чутах кулса яратчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашкинчен эпӗ мана алӑ тӑсса панине куратӑп, — тӗрме ҫыннисем ман сӑн ҫинче вилӗм тӗсӗ палӑрнине асӑрхаҫҫӗ пулмалла.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫурхи ӗҫсенче те вӗсем тӑрӑшулӑхӗпе палӑрнине кӑтартса хӑварма кӑмӑллӑ.Стоит с удовольствием отметить, что они выделялись и при весенних работах.
Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. «Пирӗн сӑмах», 2019.07.08