Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрманччӗ (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен карланкӑ мӑкӑлӗ питех палӑрманччӗ Эльгеевӑн, анчах тӗрме хыҫҫӑн ҫав мӑкӑль кӗпе ҫухи айне мар, — шӗвек сухал хыҫне те пытанайми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ку таранччен пачах та палӑрманччӗ, анчах халь ав, нимӗҫсем ҫитсе ҫапсан, тӗпӗ-йӗрӗпех йӗркесӗре тухрӑн, — терӗ Павӑл ӑна ответлесе, вара вӑл Гвозден хӑйне хӑй епле тытнине питех те аван мар хак пачӗ.

— До сих пор этого не было, но теперь, когда враг наступает, ты оказался полностью деморализованным, — перебил его Павле и дал очень плохую оценку поведению Гвоздена.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Темиҫе эрне каярах ӗҫӗн усси палӑрманччӗ, ҫӗрулми нимӗнпе те уйрӑлса тӑман пирки Василий ҫапла шутланӑччӗ: «Ҫемҫетсен ҫемҫетмесен те, апат парсан памасан та, кун пек хӑрушла типӗ ҫанталӑкра нимӗнпе те пулӑшаймӑн!» — анчах иккӗмӗшпе пӗрремӗш звеносен участокӗсенчи уйрӑмлӑх кашни кунах ытларах пӑларса пычӗ.

Несколько недель назад еще не было заметно видимых результатов, картофель ничем особым не отличался, и Василий думал: «Рыхли — не рыхли, корми — не корми, в такую страшную сушь ничем не поможешь!»— но с каждым днем разница между участками второго и первого звеньев становилась заметнее.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах ҫак туйӑм нихҫан та хальхи пек, хӑйӗн командир тусӗ вилни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑнхи пек, вӑйлӑн палӑрманччӗ пулас.

Но никогда еще, кажется, это чувство не давало так себя знать, как теперь, когда Андрей услышал о гибели друга-командира.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех