Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллӑсен (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Екатерина Малинина хӑйӗн лавккине чӑваш эрешӗллӗ ҫи-пуҫ туянма пыракансене паллӑсен, эрешсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать иккен.

Покупателям, пришедших в ее магазин, Екатерина Малинина открывает тайны знаков и узоров на чувашской одежде.

«Хитре» бренд куравӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35772.html

Кун пек авӑксенче уроксенче вӑл, виҫесӗр ҫемҫелсе, вӗренекенсене «4» тата «5» паллӑсен (тивӗҫлипе-и, тивӗҫсӗр-и) купи айне турӗ, хӑй вара час-часах пӑтрашӑнкаларӗ, урок «ҫиппине» ҫухаткалани те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сире пӗлӳ, ҫитӗнӳсемпе питӗ лайӑх паллӑсен анлӑ та вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчинче кӑсӑк ҫул ҫӳрев сунатӑп!

Желаю вам увлекательного погружения в необъятный мир знаний, свершений и отличных оценок!

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Смольянинов кунта ҫитнӗ ҫӗре Брянцев комиссар пур батальонсенче те ҫапӑҫу мӗнле пынипе паллашма ӗлкӗрчӗ тата Озеров картти ҫинчен нумай паллӑсен тупсӑмне тупма, унӑн ҫапӑҫу умӗн пулнӑ шухӑшне чухласа илме пултарчӗ.

К приезду Смольянинова комиссар Брянцев успел ознакомиться с боевой обстановкой во всех батальонах и сумел разгадать многие пометки Озерова на карте, его мысли перед боем.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

2. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн культура еткерӗн объекчӗсем ҫине информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтармалли йӗркене, информаци йӗркипе ҫавнашкал ҫырса хунисен тата паллӑсен содержанине, ҫавӑн пекех информаци йӗркипе ҫырса хунисене тата паллӑсене вырнаҫтармалли проектсен тытӑмӗ тата содержанийӗ тӗлӗшпе палӑртакан требованисене (вӗсем ҫавнашкал вырнаҫтарас ӗҫе тумалли сӑлтавсем шутланаҫҫӗ) Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртать.

2. В соответствии с Федеральным законом порядок установки информационных надписей и обозначений на объекты культурного наследия, содержание этих информационных надписей и обозначений, а также требования к составу проектов установки и содержания информационных надписей и обозначений, на основании которых осуществляется такая установка, определяются Правительством Российской Федерации.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 27 от 02 апреля 2019 г.

17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп; 18. суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе, 19. паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ.

17. Итак я могу похвалиться в Иисусе Христе в том, что относится к Богу, 18. ибо не осмелюсь сказать что-нибудь такое, чего не совершил Христос через меня, в покорении язычников вере, словом и делом, 19. силою знамений и чудес, силою Духа Божия,

Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ху ӑшӑнта вӑхӑт ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑх, вара маларах кӑтартнӑ паллӑсен хӑш-пӗр пайӗ иртсессӗн, 2. эсӗ Ҫӳлти Турӑ Хӑй пултарнӑ тӗнчене килсе пӑхас вӑхӑт ҫакӑ пулнине ӑнланса илӗн.

1. Он отвечал мне и сказал: измеряя измеряй время в себе самом, и когда увидишь, что прошла некоторая часть знамений, прежде указанных, 2. тогда уразумеешь, что это и есть то время, в которое начнет Всевышний посещать век, Им созданный.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех