Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллӑпа (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине 30 ҫул» ятарлӑ паллӑпа тӗрлӗ ҫулсенчи Администраци Ертӳҫисене парса хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Ҫак паллӑпа вырӑнсенчи пухусен депутачӗсене те чыслӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Пур предметпа та чи лайӑх паллӑпа ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫсене ал-хапӑл тӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Аслӑ шкула чи лайӑх паллӑпа пӗтернисем темиҫе ӗҫе куҫса та хӑйсен пӗлӗвӗпе кирлӗ пек усӑ кураймаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунсӑр пуҫне регион ертӳҫи «Пушкӑртстан продукчӗ» паллӑпа 751 производительрен 27 пин ытла продукци ятне маркӑланине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров "Пушкӑртстан продукчӗ" проект мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3472574

Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине палӑртрӗ, культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн кӑкӑр ҫине ҫакмалли ятарлӑ паллӑпа чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Вера Тарасована Ӗпхӳ хула администрацийӗн, Халӑха вӗрентес ӗҫ управленийӗн Хисеп хучӗсемпе, «Пушкӑртстан Республикин вӗрентӳ отличникӗ» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа, ПР Вӗрентӳ министерствин Хисеп хучӗсемпе, «Вӗрентӗве аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн» медальпе, Пушкӑртстан Республикин Тав ҫырӑвӗпе тата ыт. те наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Ҫак паллӑпа ветерансен юхӑмӗн хастарӗсене парса хавхалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

…Ҫук, ҫав ҫул, ҫав кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗрремӗш, чӑн-чӑн экзамен «пиллӗк» паллӑпа Магаев Альберт мар, Бодров Аркадий тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Мӗнех, ку сочинение содержани тӗлӗшӗнчен «5» паллӑпа, йӑнӑшсен шучӗпе «4»-па хаклама пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл «5» паллӑпа ҫеҫ вӗренет, предмет олимпиадисенче, тӗрлӗ конкурссенче палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Стипендийӗсене экзаменсене «5» паллӑпа ҫеҫ тытнӑ икӗ студента каппипех, «4» тата «5» паллӑсемпе тытнӑ вун сакӑр студента — ҫурмаран е виҫҫе пайласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук-ха, хӑех хӑйпе Полина хушшине хӳнӗ хӳме те куҫ умне шукаласа тухать-ха (ҫыхӑнӑва ҫыру ҫырса пуҫарса ярсан хуравлӗ-ши «5» паллӑпа хакламалли хӗр «4» паллӑна ҫеҫ тивӗҫекен качча?), пурпӗрех, пульницӑра сиплев курсне вӗҫлесе йӑл илсен, Ула Тимӗр татӑклӑн хӑйне алла илчӗ те чун-чӗринчи ялан вӗҫеври «телей кайӑкӗ» патне ҫакӑн пек ҫыру шӑрҫаласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй класӗнчи хӗрачасен пӑшӑлтатӑвӗнчен Ула Тимӗр пӗлчӗ: «Б» класри Кораблева Полинана, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ пӗтернӗскере, вӑтам шкула экзаменсем тыттармасӑрах йышӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑшӑн Владимир Герасимова СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Грамотипе, «Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 25 ҫул», «Совет Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене 100 ҫул», «Танк ҫарӗсене 100 ҫул» медальсемпе, «Воин-интернационалиста» паллӑпа тата ыттипе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Пилӗк ҫуллӑхӑн ҫамрӑк гвардеецӗ» паллӑпа тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Ӑна «Раҫҫейри потребкооперацире тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» паллӑпа, юбилей медалӗсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Пултаруллӑ педагогсене «Раҫҫей Федерацийӗн воспитани тата вӗренӳ тытӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑпа наградӑларӗ.

Куҫарса пулӑш

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Владимирпа Валентинӑна «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑпа чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Медицинӑра 40 ҫул ытла тимленӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%bc%d0% ... b5%d0%bde/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех