Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллине (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухья тӑррине яланах вӗт шӑрҫаран тӗрлӗ майлӑ тунӑ «Хӗвел паллине» илемлетсе вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӗрсемпе 7-9 ҫула ҫитнӗ хӗрачасем вара кӑкӑрӑн пӗр енне тайлӑк тӑваткӑл, тепӗр енне чалӑш йӑрӑм ⎼ ар кӳпелӗк текен «ар паллине» ⎼ ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл, эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫак хисеп паллине тивӗҫеймест — ун валли урӑх награда кирлӗ-и?» — кӑсӑкланчӗ Петр Краснов депутат.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Патшалӑх сыхлӑх органӗн вырӑнти ӗҫтешӗ малтанхи редактора вӑл кулак йӑхӗнчен тухнине тата хаҫат наборламалли шрифтӑн темиҫе сас паллине ятарласа ҫухатнине-вӑрланине тупса палӑртса айӑпланӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Бригадира пилӗкҫуллӑх ударникӗн паллине тата Хисеп грамоти пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раҫҫейӗн ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллар паллине ҫитме май пур, ун ҫинчен РФ Президенчӗ Владимир Путин Китай Медиакорпорацийӗн интервьюнче пӗлтернӗ, текста Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

У России есть все основания полагать, что к концу года товарооборот с Китаем достигнет отметки $200 млрд. Об этом заявил президент РФ Владимир Путин в интервью Медиакорпорации Китая, текст опубликован на сайте Кремля.

Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара ҫитессе шанать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3479945

Е эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗ, те пирӗн ӗҫ — пӗрре шыв ҫинче, тепре пӑр ҫинче ӗҫлени — ҫын ҫине хӑйӗн паллине хӑварать, анчах мана, тепӗр хут калатӑп, Андрей Андреевичпа пӗрле Ольга Алексеевна пек хӗрарӑм пырса кӗни килӗшӳллӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсӗ, асту вара, «иккӗ» паллине сахалрах ларт.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Уявра Ара Мишшине Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ ята тата Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин хисеплӗ паллине парса чысланӑ.

На мероприятии Ара Мишши наградили званием почетного гражданина Урмарского района, а такжеи почетным знаком Министерства по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики.

Ара Мишин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35946.html

Унсӑр пуҫне ҫул службин ӗҫченӗсем туризм навигацийӗн 1619 паллине палӑртнӑ.

Кроме того, сотрудники дорожных службы установили 1619 знаков туристической навигации.

Радий Хабиров: "Эпир туристсен паллӑ вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене тӗплӗ юсама тытӑнтӑмӑр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... -r-3399622

Вӑл вара чире паллине пӗлтерекен чи кирлӗ хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ма тесен Володьӑпа Надя чун-чӗринче Ҫтаппан чун-чӗрин паллине йӗп вӗҫӗ чухлӗ те курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑшӗ-пӗрисем вара япалан паллине изафетпа кӑна кӑтартма сӗнеҫҫӗ, ытти мелсемпе усӑ курнине чӗлхепе пӑсни теме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхинче паллӑ ячӗсен хисепӗ пысӑк мар, япалан паллине эпир нумай чухне тепӗр япала урлӑ кӑтартатпӑр: хурӑн вутти, пир-авӑр комбиначӗ, тимӗр тӑпри, чул ҫурт.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тахҫанхи киревсӗр ӗҫшӗн аванмарланнӑ Герасим Федотович суран паллине ӗмӗрлӗхех сыхласа хӑварнӑ юманран аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл Эмирпе уйрӑмах туслӑччӗ, ҫавӑнпа уншӑн питӗ тӑрӑшрӗ: юпа ҫине чи малтан арҫын сӑнӗ касса кӑларчӗ, унтан ҫӳлерех вара ырӑ ӗҫшӗн, этем телейӗшӗн кӗрешсе пуҫ хунӑ паттӑр паллине — ӑмӑрткайӑка — ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар куҫне ҫеклерӗ те хурӑн ҫинче Алюн паллине курчӗ: виҫӗ ҫӗмрен касса кӑларнӑ унта, пӗр ҫӗмрен вӗҫӗ — кайеннелле, иккӗмӗшӗн йывӑҫ тӑрринелле, тата теприн йывӑҫ тымарнелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта, акӑ, вӑл паллине те хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Федераци шайӗнчи проекта пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳнӗ, спорт ӗҫне хастар хутшӑннӑ 2-мӗш №-лӗ СШОР директорӗн ҫумӗ Наталья Салюкова асӑнмалӑх хисеп паллине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Мирлӗ вӑхӑтра ҫынра ҫынлӑх, паттӑрлӑх паллине уҫса кӑтартаканни вӑл, палах, ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех