Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллашнипе (тĕпĕ: паллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палланӑ япала витӗмӗ (мифсемпе тахҫанах тата тарӑнрах паллашнипе).

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Ку ҫулҫӳревре е халӑх тетелӗнче кӑсӑклӑ ҫынпа паллашнипе ҫыхӑннӑ.

Поводом к этому может стать знакомство с интересным человеком в дальней поездке или в социальных сетях.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пит хавас, пит хавас сирӗнпе паллашнипе, месье…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл нимӗҫ офицерӗсенчен Валя тата кампа паллашнипе интересленнӗ.

Он поинтересовался, с кем еще из немецких офицеров она знакома.

Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Эпир столярнӑй мастерской тунӑ ҫурт хуҫи «паллашнипе» усӑ курасах терӗ пулас.

Квартирный хозяин, у которого мы держали столярную мастерскую, решил использовать «знакомство».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Унтан вӑл, Матвее арантарах сывлӑх сунса илнӗ те, ирландец Падди патне пынӑ, унпа паллашнипе мухтаннӑ пек Матвей умӗнче хӑйне питех те ирӗклӗн тыткаласа, ирландецпа калаҫма пуҫланӑ.

Потом, едва поздоровавшись с Матвеем, подошел к ирландцу Падди и стал разговаривать с ним, видимо, гордясь его знакомством и как будто даже щеголяя перед Матвеем своими развязными манерами.

XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Центрти тӗл пулу мобильлӗ офиспа паллашнипе вӗҫленнӗ: вӑл патшалӑх пулӑшӑвӗпе аякри ялсенче пурӑнакансене те чӑрмавсӑр тата вырӑнтах тивӗҫтерме май парать.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех