Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллашни (тĕпĕ: паллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа паллашни, ӑна тимлӗн тӗпчесе пӗлни пире халӑх кун-ҫулне ӑнланма вӗрентет, илем тӗнчине уҫса парать.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫапла вара Дунай пӑлхарӗсен тата Ҫурҫӗр Кавказ халӑхӗсен ҫи-пуҫӗпе паллашни пирӗн мӑнасаттесен тумӗ мӗнлерех пулнине ӑнланма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Джон Леннонпа паллашни

Знакомство с Джоном Ленноном

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Тин кӑна паллашни те, пӗр-пӗрне лайӑх пӗлменни те шӑкӑл-шӑкӑл пуплеме чӑрмантармасть вӗсене.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

«Маншӑн та унччен хамран аслӑ ҫынсемпе тӗл пулни, вӗсен опычӗпе паллашни усӑллӑ иртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Эсӗ курортра паллашни.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Чи аванни вара — Андрей Чемышевпа калаҫса илни, унӑн опычӗпе паллашни.

А самое отличное — это возможность поговорить с Андреем Чемышевым, познакомиться с его опытом.

Хӗле хатӗрленетӗп // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/328

Виҫӗ эрне ӗнтӗ вӑл «Рижское взморье» тенӗ ҫӗрти канмалли ҫуртра пурӑнать, Завьяловпа паллашни те икӗ эрне ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл мана хӑйӗн Мускаври пурнӑҫӗ пирки (1931 ҫултанпа тӗп хулара пурӑнать иккен) хыпарларӗ, хӑйне парнеленӗ кӗнекесен авторӗсемпе хӑҫан епле паллашни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗҫтешсемпе хутшӑнни, опытпа ылмашӑнни, производство малта пыракансен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашни – ҫаксем пурте мероприятире анлӑн палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... te-3353036

Унта хутшӑнакансемпе, вӗсен ӗҫӗсемпе паллашни Каҫал ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакансем чӑннипех ӗҫчен, пултаруллӑ пулнине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Шӑратса сыпмалли хатӗр технологийӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе, завод ӗҫӗпе паллашни регион вӑй-хӑватне хут ҫинчи хисепсемпе ҫеҫ мар, куҫа-куҫӑн курма та май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Регион ушкӑнӗсене аталантараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61062

Эпир пӗр-пӗринпе паллашни те ҫур сехет кӑна-ха та, пӗлме питӗ йывӑр, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Тараспа Елюк паллашни пӗр эрне кӑна-ха, ҫапах та качча унтанпа уйӑх иртнӗ пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ентимӗрпе Емелен Самай пулать паллашни, Ҫанпа иккӗн пӗрлешсен Калама ҫук варлашни — Ӗҫкӗпеле ҫӑвӑннӑ, Халапланса савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Маттур йӗкӗт — чун савни Тухмасть унӑн чӗринчен, Ҫинҫе ҫинче паллашни Нимрен паха ӗмринче…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ хам Аҫтӑрхан хулине мӗн тӗллевпе килни, йытӑпа мӗнле паллашни, вӑл ман ҫумма «ӑшӑ сухӑрланса» ҫыпӑҫни, мана кӳренни, мана вӑрттӑн сыхлани ҫинчен тӗппипе ярӑмласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ну… юрӑ уявӗнче паллашни ҫинчен хуть.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тимофей Михайловичпа мӗнле тӗл пулса паллашни аса килет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ваҫли сассинчи ҫуйлӑха Анук ҫав самантрах сисрӗ те, вӑл инҫетри хӗрсемпе паллашни ҫинчен калаҫнине аса илсе, ӑна хӑйне тӗпчесе пӑхма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех