Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палла сăмах пирĕн базăра пур.
палла (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кӗрешӳре шурӑ ҫар ҫыннин ҫанни уҫӑлса кайсан Танук-нойон тимӗрпе хӗртсе лартнӑ палла палласа илчӗ, хӗҫпе ҫӗлен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Питлӗхпе кустӑрма ҫинчи кашни пӗчӗкҫеҫ палла, кашни ҫинҫе йӗре палларӗ, шутларӗ вӑл.

Каждую отметинку, каждую царапинку на щите и на колесе узнавал он и считал.

XXXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Ҫакна татса парас тесе, вӑл вӑраххӑн та, енчен-енне пӑхкаласа та, асӑрханса та хӑтланчӗ, хайӗн тӗллевӗ патне хыпашласа та, хӑюллӑн та ҫывхарчӗ, ак-ак ҫитетӗп тесе те шутларӗ; ӑна пӗр-пӗр иккӗленӳсӗр палла, куҫпа пӑхни, пӗр-пӗр сӑмах, кичемлӗх те савӑнӑҫ ҫеҫ кирлӗ: Ольга хӑйне юратнине вӑл пӗчӗк паллӑранах, хӗрӗн куҫхаршийӗсем хускалнинченех, хӗр ассӑн сывланинченех йӑлт пӗлнӗ пулӗччӗ!

Он подбирался к нему медленно, с оглядкой, осторожно, шел то ощупью, то смело и думал, вот-вот он близко у цели, вот уловит какой-нибудь несомненный признак, взгляд, слово, скуку или радость: еще нужно маленький штрих, едва заметное движение бровей Ольги, вздох ее, и завтра тайна падет: он любим!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эпир юлашки саспалли патне ҫитетпӗр — «К» (хытаракан палла эпир йышӑнас темерӗмӗр, пӑрахӑҫларӑмӑр), «патак та ун варринче хӳрисене айккинелле тӑснӑ кукӑрӑлчӑк» ятпа ҫӳрет вӑл пирӗн.

Так мало-помалу мы добрались до последней буквы — «к» (твердый знак мы отвергли), которая была у нас известна как «палка, а посредине палки кривуля хвостом набок».

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

53 чӑваш тӗрриллӗ йӗс палла ятарласа Питӗрти заводра шӑратнӑ.

53 латунных знака с чувашскими узорами отливали на заводе в Санкт-Петербурге.

Сӑтӑрҫӑсем Хӗрлӗ тӳремри плита ҫинчен чӑваш символӗсене вӑрлаҫҫӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

14. Ӗнтӗ ҫывӑх ҫыннӑмсем мана пӑрахрӗҫ, палла тӑрансем те манӑҫа хӑварчӗҫ.

14. Покинули меня близкие мои, и знакомые мои забыли меня.

Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫӳлхуҫа каланӑ: эхер те вӗсем сана ӗненмесессӗн, пӗрремӗш паллӑ хушнине итлемесессӗн, тепӗр паллӑ хушнине ӗненӗҫ; 9. эхер те ҫакӑ икӗ палла та ӗненмесессӗн тата санӑн сӑмахна итлемесессӗн, ҫырмаран шыв ӑсса ил те ҫӗре тӑк; ҫырмаран ӑсса илнӗ шыв ҫӗр ҫинче юн пулса тӑрӗ, тенӗ.

8. Если они не поверят тебе и не послушают голоса первого знамения, то поверят голосу знамения другого; 9. если же не поверят и двум сим знамениям и не послушают голоса твоего, то возьми воды из реки и вылей на сушу; и вода, взятая из реки, сделается кровью на суше.

Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тата: ҫак пичетлӗ ҫӗрӗ, пуҫ ҫыххи, туя камӑн? — палла, тенӗ.

И сказала: узнавай, чья эта печать и перевязь и трость.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл — ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ҫ./, Халӑхсен туслӑхӗн орденне /1986 ҫ./, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале, тӗрлӗ ҫулта ВДНХн ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медалӗсене, «Социализм ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» палла тивӗҫнӗ, нумай-нумай Хисеп хутне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Анчах мана ан палла.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

6. Хӑш тӗлте шыв урлӑ ҫурран каҫма лайӑх (палла пӑхӑр).

6. В каком месте реку удобно перейти вброд?

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

5. Хӑш тӗлте шыв урлӑ кӗперсем хывнӑ (палла пӑхӑр)?

5. В каких местах через реку переброшены мосты 35?

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

РФ Президенчӗ Владимир Путин Ленинград хулине фашистсен блокадинчен ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ««Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале е «Блокадӑллӑ Ленинград ҫынни» палла тивӗҫнӗ Раҫҫей Федерацин гражданинӗсене пӗр хутчен тӳлевпе тивӗҫтересси» ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.

Президент РФ подписал Указ «О единовременной выплате гражданам Российской Федерации, награжденным медалью «За оборону Ленинграда« или знаком «Жителю блокадного Ленинграда«, в связи с 80-летием полного освобождения Ленинграда от фашистской блокады».

Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... -l-3445555

«Знамя» колхозра тӑрӑшса «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» палла, Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ пултаруллӑ ӗҫченсен хушшинче Шамзиган Гайнутдиновнӑн ячӗ те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Хуларан тухсанах Мӗтри, йӗри-тавралла пӑхкаласа пырса, кунти вырӑнсене палла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Халӗ, акӑ, пӑх та палла ҫав Старогорска!..

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫуртран инҫе мар парковка вырӑнӗллӗ пулма е гараж патне кӗмешкӗн хайхи палла ҫакма мана кам пулӑшӗ?

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Аран ӑнлантӑм: эпӗ явап тытма кӑна тивӗҫ, гараж патӗнче хайхи палла ҫакма та хирӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Пирӗн чаплӑ апай — шеплӗ майра патша Паян хисеп кӳрет хулана килнипе, Ӑна хирӗҫ тухма, унпала паллашма Воевотӑ пухать палла ҫынсене, Тата ӳссе ҫитнӗ чипер хӗрсене, Сухалӗсем тапранман хитре яшсене.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ҫавӑ ҫеҫ-и? — пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ палла тӑрансем.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех