Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туратсен сыпӑнӑвӗнче, тӑрӑ сывлӑш чӳхенӗвӗнче, хӗрӳ хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисенче вара — этемпе чӗрчунӑн тата йывӑҫ-курӑкӑн сӗм-авалтан килекен туслӑ ҫыхӑнӑвӗ, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пӗрпӗтӗмлӗхӗ, нихҫан-нихҫан иксӗлми хӑватлӑ вӑйӗпе ҫутӑ илемӗ…
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Сывлӑш тӑрӑлӑхӗ ҫӗре чун-чӗм кӗртет тейӗн; хӗвел пайӑркисенче чӳхенсе горизонт ҫӗклене-ҫӗклене каҫӑрӑлать пек.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӑтлӑхри сукмак айккинчен айккине кукӑрӑлса тӑсӑлать, вырӑн-вырӑнпа ҫатрака айӗнче пачах ҫухалать, уҫланкӑ хӗррипе йӗрленет те иртсе каҫма чӑрмантаракан, ӳкнӗ вулӑсен хушшине чӑмать; унти ҫӳхе ҫутӑ пайӑркисенче хурлӑханӑн кӗрен сапакисем илӗртеҫҫӗ, кӑмпа шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Ӗшенчӗк, шуранка Диана Венерӑна чаплӑ урапин пайӑркисенче ҫунма хӑварсан мӗн пур туйӑм куҫӑмлӑ та ҫӳхе, — черчен-ҫепӗҫ шӑршӑ пек.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Тӳремрен ултӑ ҫунатлӑ, йӑлтӑркка ҫар карапӗ ҫӗкленчӗ те — хӗвел пайӑркисенче чӗтрене-чӗтрене сӗвеккӗн вӗҫет.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мозаикӑллӑ урайне мачча чӳречисен витӗр ӳкекен ҫутӑ пайӑркисенче тусан ташлать — вӗсенче кӗнекесен тӳрӗ речӗсем, бронза статуйӑсем (вӗсем лаптак шкапсен хушшинче), ҫинҫе шӗвӗр ураллӑ пӗчӗк сӗтелсем, экрансен пӗлӗтлӗ тӗкӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Драницын, нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, хӗрӗн ансӑр хулпуҫҫисене ачашшӑн чӑмӑртать, ӑна куҫран пӑхать; пӗлет вӑл, питӗ лайӑх пӗлет: ҫак куҫсенче, ҫак ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫ пайӑркисенче, ҫӳхе тута хӗррисенче, сивӗпе кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк пӳрнесенче уншӑн чи хакли, чи ҫывӑххи, чи ачашши, чи тӑванни пӗтӗҫсе тӑрать; ҫаксене вӑл нихҫан та, никама та парас ҫук.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Анчах, тата тепре тӗл пулсан, унӑн ҫӳҫ пайӑркисенче кӑвакарнӑ йӗрсене курса асӑрханӑ хыҫҫӑн вӑл тата тепӗр пилӗк ҫул хушрӗ.Но при второй встрече, рассмотрев в локоне предательскую седую полоску, прибавил еще пять.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Инҫетре ялт! Ялт! ҫиҫсе илекен ҫутӑ пайӑркисенче унталла-кунталла чупакан Суйкка ӗмӗлки мӗлтлете-мӗлтлете илни курӑнать.Темно, но вдали, в свете вспыхивающих огней, мелькает снующая туда-сюда фигурка Зойки.
Тӑххӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Килӗнче вӑл виҫӗ талӑк хушши сӑмакунпа чунне йӑпатрӗ, ӳсӗрпе макӑрса супрӗ, иккӗмӗш каҫхине Евдокия каштаран ҫакӑнса вилнӗ лупасне ҫунтарса ячӗ, тӑваттӑмӗш талӑкӗнче вара, тӑртанса, хӑрушланса кайнӑскер, шӑппӑн амӑшӗпе сывпуллашрӗ, амӑшӗ, унӑн пуҫне хӑйӗн кӑкри ҫумне тытса чӑмӑртанӑ чухне, ывӑлӗн сарӑ ҫӳҫ пайӑркисенче кӑлкан пек кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем пуррине асӑрхаса илчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1