Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав самантра хӑйӑр ҫинче уйӑх ҫутин пайӑркипе йӑлтӑртатса илнӗ темле унка асӑрхарӗ.
XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Туртса тултарнӑ сывлӑша чӳрече карри хушшинчен хӗвел ҫӳхе пайӑркипе касса ҫурчӗ.Солнце резнуло накуренный воздух из-за гардины тонким лучом.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тата тепӗр каҫ иртсе кайрӗ, тепӗр кун пуҫланчӗ те куҫсенчен пайӑркипе кӑтӑкласа чӗнет:Прошла еще одна ночь, и занялся день, сказавшийся лучом в глаза:
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳҫӗ арпашӑнчӑк, шурӑ путӑка уҫса мӑйӗ патӗнче тӳмми вӗҫерӗннӗ; айккинелле хутланнӑ юбки айӗнчен чӗр куҫҫи курӑнать; куҫ хӑрпӑкӗсем пит ҫӑмарти ҫинче, хура ҫӳҫ пайӑркипе ҫурри таран хупланнӑ ҫепӗҫ тӑнлавӗн хӳттинче ҫывӑраҫҫӗ; пуҫӗ айӗнчи сылтӑм аллин кача пӳрни ӗнси ҫине хуҫланнӑ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӑвайтри вут пуҫҫисем халь-халь сӳнесле ҫип-ҫинҫе тӗтӗм пайӑркипе йӑсӑрланаҫҫӗ.Остывшие головни костра цеплялись за жизнь тонкой струёй дыма.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Апла пулин те тӑван ҫӗр-шывран нихӑҫан та уйрӑлманнине палӑртаканни санӑн — каюта туллиех: унӑн кӗнекисем, картинисем, ҫырӑвӗсем, тӗреклӗ кӑкӑр ҫумӗнчи сӑран ладанкӑри типӗ чечек, — пурҫӑн пек яка кӑтра ҫӳҫ пайӑркипе явакласа ҫыхнӑскер.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Каҫ еннелле, хӗвел юлашки пайӑркипе пӑхнӑ чухне, аякри кӗтесре катмар эрешмен карти ылтӑн тӗслӗн ялкӑшать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫав ҫутӑ пайӑркипе каймалла пулсанччӗ!
Ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн инҫӗшӗнче? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унта амӑшӗн хура ҫӳҫ пайӑркипе хӗрӗн ҫутӑ ҫӳҫ пайӑркине пытарса хунӑ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эсӗ хӑвӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӳсене пайӑркипе ҫӑлса пӗтерӗн, пуҫна ҫапса йӗрӗн, эпӗ ҫуралнӑ куна ылханӑн, ҫынсене асап кӑтартма ҫак вӑрҫа шухӑшласа кӑларакансене пӗтӗм тӗнчипе ылханӑн.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Сӑн-пичӗ унӑн ҫиллес те салху, пусарса тӑхӑннӑ пилотки айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркипе ҫӑра куҫхаршийӗ юрланнӑ.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр тикӗс выртманнине курсан, вӗсем гидромонитортан тухакан вӑйлӑ шыв пайӑркипе вырӑна тикӗсленӗ.Обнаружив неровность, они размывали ее мощной струей из гидромонитора.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пуҫӗ ҫинче унӑн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ леопард чӗрнисемпе шурӑ ҫӑм пайӑркипе илемлетнӗ тиара евӗрлӗ япала.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Уҫӑ чӳречерен хӗвел пайӑркипе пӗрле чӗкеҫ вӗҫсе кӗчӗ те мачча айӗн явӑнма тытӑнчӗ.В открытую форточку влетела вместе с солнечным лучом ласточка и заметалась под потолком.
Суд // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хӗвел чӳречерен кӗчӗ те сенат залӗнчи айӑпланакансем ларакан вырӑна, ҫутӑ пайӑркипе ҫутатса, судьясемпе представительсем, оберпрокурор, айӑплакансен свидетелӗсем ларакан вырӑнтан уйӑрчӗ.
Суд // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тарланӑ ҫамки кӑтра ҫӳҫ пайӑркипе ҫыпӑҫнӑ, тумӗ хӑйӗн паҫӑрхи пекех.На вспотевший лоб налипли черные пряди, он был в том же наряде.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Татьяна чӑрӑш тураттисенчен тунӑ ярӑма сӳс пайӑркипе явса илчӗ.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эпӗ ялан ирхи хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркипе пӗрле тӑрса тухатӑп.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Чартака тӗксӗм ҫутӑ пайӑркипе ҫутатса, Ксени каялла ҫаврӑнчӗ, анчах пусма патне ҫитсен, хӑй тахҫан кӑларса пӑрахнӑ шкулта вӗреннӗ чухнехи тетрачӗсен тӑпра айне пулнӑ купине курчӗ те чарӑнса тӑчӗ.Заметив полузасыпанную мусором груду ученических тетрадей, когда-то выброшенных ею.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2