Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

обществӑра (тĕпĕ: общество) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫри вӑй-хал, илӗртӳлӗх, уҫӑ кӑмӑл сире обществӑра хӑвӑра кӑтартма, ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме май парӗҫ.

Избыток жизненных сил, личное обаяние и душевная широта помогут вам блеснуть в обществе, завести новые знакомства.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Илӗртӳлӗх сире кирек мӗнле обществӑра та хӑвӑра королева пек туйма май парӗ.

Ваше обаяние и шарм помогут вам стать королевой в любом обществе.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Обществӑра нумай ачаллӑ анне пуласси йывӑр ӗҫ текен шухӑшлав (стереотип) ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Сире пурӑнма тивнӗ обществӑра ҫав ӑнланусем мӗне пӗлтерме пултараҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл социализмла обществӑра ниепле те пурӑнма тивӗҫлӗ гражданин мар.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑра тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Ку тапхӑра обществӑра ирттерни усӑллӑ.

Этот период очень полезно провести в обществе.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир обществӑра хӑвӑра хӑтлӑ туятӑр, кашнине аван ӑнланатӑр.

Вы почувствуете себя в своей тарелке в окружающем обществе, умело ориентируясь в тонкостях общественного поведения.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗвӗҫӳ-ӑмсану, хӑвӑн ҫуккине кура ҫынсенчен туртса илес килни харпӑр хӑй пурлӑхӗ пулса кайсассӑн, феодаллӑ-патриархаллӑ обществӑра, чӗм илсе аталанса кайнӑ.

Зависть, коварство, желание отнять у другого то, чего сам лишен, — все это получает развитие с появлением частной собственности, в условиях патриархально-феодального общества.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫавӑнпа кунашкал обществӑра чӑн малтанхи тапхӑр мӑшӑр тумалли хӗре ют йӑхран вӑрттӑн вӑрласа килнӗ е вӑрҫӑпа тапӑнса вӑйпа туртса илнӗ.

В условиях противостояния племен браки были возможны только в результате похищения девушки из чужого рода-племени либо насильного увоза вследствие военного нападения.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Классем пуҫланса кайичченхи обществӑра, экзогами нормисем пуҫ пулса тӑнӑ вӑхӑтра, пулас арӑма тӑван йӑхран илме юраман — мӑшӑрланакансем хире-хирӗҫле ушкӑнран пулнӑ.

В доклассовом обществе, когда экзогамия стала социальной нормой, существовал запрет брачно-семейных отношений между членами родственного или локального коллектива.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Стройтех» тулли мар обществӑра ӗҫлекенсене пурне те вӑхӑтра шалу укҫипе туллин тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама витӗм кӳме чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Вӗсем унта «НПФ «Мета-хром» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «НПО Таврида Электрик» АО пулса курнӑ, вӗсен ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Инвалидсене обществӑра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси, вӗсемшӗн пур енӗпе те чӑрмавсӑр лару-тӑру йӗркелесси пирки нумай калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине кура пирӗн ҫӗршыври чӗлхесене виҫӗ ушкӑна уйӑраҫҫӗ: 1) кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсен шучӗ 20 яхӑн), 2) ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсен шучӗ 50 яхӑн), 3) ҫырулӑхсӑр чӗлхесем (кусен шучӗ 60 яхӑн).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех социализмлӑ обществӑра ҫыннисен художествӑллӑ пултарулӑхӗ анлӑн сарӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Коммунизм тӑвакан обществӑра правӑна пӑснисемпе преступноҫ валли вырӑн пулмалла мар, — тенӗ КПСС Программинче.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Класлӑ обществӑра писателӗн шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пӗр-пӗр клас шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ӗмӗчӗ, идеалӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ку чухнехи обществӑра ҫыннӑн пурнӑҫ ӑнӑҫлӑхӗ социаллӑ гарантисен аталанӑвӗн шайӗнчен те килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ҫак уйрӑм тата пӗтӗмӗшле позици пӗр-пӗрипе гармонилле ҫыхӑнса, килӗшсе тӑрсан ҫеҫ (пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн) обществӑра тӑнӑҫлӑх, аталану пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех