Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нӳхрепне (тĕпĕ: нӳхреп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутма сутсах кайман вӗсем, анчах, кӳршӗ-аршӑ патне хӑна-мӗн килсен, Хумккасен сивӗ нӳхрепне уҫтармасӑр пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ иртмен пуль.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳртне те, алкумне те, сарайне те, мунчине те, нӳхрепне те пысӑк, сулмаклӑ ҫӑрапа питӗрет.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Нӳхрепне ыттисем пек сарайне мар, ҫав карта кӗтессине чаврӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ку ҫынсенчен ыйтса тӗпчес пулать — камсем вӗсем, хан нӳхрепне мӗнле ҫакланнӑ?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пире валли хӑварнӑ нӳхрепне те чул купаланӑ-и? — ыйтаҫҫӗ таврари ял ҫыннисем тарҫӑсенчен.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей хушнипе вӗсене пурне те хан нӳхрепне хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачи-пӑчи нумай унӑн, юрамасть ҫавӑн чухлӗ ача ашшӗне хан нӳхрепне хуптарма.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей кремль нӳхрепне хупса лартман-и ӑна?

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван Полева хан нӳхрепне куҫармалла, ыран е тепӗр кун мӗнпур княҫсемпе бексем, эмирсемпе улансем умӗнче ҫакса вӗлермелле.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахиб-Гирей Хусана ҫитсенех мана кремль нӳхрепне хупса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Детрей эрех нӳхрепне шыраса тупрӗ; кунта халӑх самаях йышлӑ, — пӑрлӑ хӗрлӗ эрех ӗҫеҫҫӗ; вӑл вӑрӑм ҫуртӑн чи вӗҫӗнчи пичкесем тӗлне вырнаҫрӗ.

Детрей разыскал винный погреб, куда набилось уже довольно народу, попивая красное вино со льдом, и уселся в самом конце длинного помещения, около бочек.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӗтӳҫсем сурӑхсемпе ӗнесене сурӗҫ те чӗрессенчи сӗте пичкене ячӗҫ, ӑна шурӑ пирпе хупласа нӳхрепе илсе кӗчӗҫ, нӳхрепне ҫывӑхах, ту хӗррине чавнӑ.

Подоив овец и коров, пастухи слили молоко из деревянных ведер в бочку, накрыли ее белой холстиной, унесли в погребок, вырытый тут же, под горой.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Мюнхенран ҫитнӗ нимӗҫ ҫынни кӑмӑллӑн шӑхӑрса илет те портра хӗсӗрленсе тӑмасть, тӳрех ҫывӑхри сӑра «нӳхрепне» уттарать.

Немец из Мюнхена довольно свистнул и не стал толкаться в порту, а отправился в ближний пивной погребок.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вара вӑл вӑрттӑн ӗҫлес йӗркене тар нӳхрепне тунӑ пек асӑрханса тума тытӑнчӗ.

И он стал строить подполье, как пороховой погреб.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Пӗррехинче Егор, нӳхрепне кӗрсе, Иван пӑр катӑкӗсем ҫинче помидор вӑрри сарса хунине курнӑ.

Пробравшись в Егоров погреб, Иван увидал как-то на кусках льда помидорное семя.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Май килнӗ пек чух пӗрер татӑк ҫӑкӑр пӗҫертме пулать; чӳрече ҫине сивӗнме кӑларса лартнӑ пӑтӑллӑ чӳлмеке те йӑтса тарма йывӑрах мар; камӑн та пулин нӳхрепне вӑрттӑн чӑмса, пӗрер кӗсье ҫӗр улми тултарса тухма та пулать; лекмесен, чиперех иртсе каять.

Можно при случае стащить кусок хлеба, даже чугунок с кашей, выставленный для остывания на подоконник неосторожной хозяйкой, можно незаметно нырнуть в чей-нибудь погреб и набрать карман картошки, и если не попадешься на месте преступления — все хорошо и кончится.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вутӑ татса тултарнӑ сарайне, кладовӑйне, кухнине, пысӑк нӳхрепне — пурне те тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ.

Обширный сарай, заваленный пилеными дровами, кладовые, кухни и вместительный погреб — все подверглось тщательному обследованию.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Астӑватӑп-ха, ача чухне эпӗ ют ҫын нӳхрепне сӗт вӑрлама кӗрсен, мана йытӑ мар — кушак шӑлавартан чӑрмаларӗ.

Помнится, вот так же мальчишкой залез в чужой погреб молока отведать, а меня не то что там собака — кошка за штаны ухватила.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ыйхӑран вӑрансан нӳхрепне кайса тӑраниччен ҫиет те, татах темиҫе кунлӑха ҫывӑрма выртать.

Проснувшись, отправлялся в погреб, наедался там и опять засыпал на несколько дней.

Юр та ыйхӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Ирӗке тухмасӑрах ҫӳремелле пултӑр, тесе хӑйӗн икӗ нӳхрепне те ҫӗр айӗнчен ҫул чавса йӑвипе пӗрлештерчӗ.

Он прорыл из неё под землёй ходы в оба свои погреба, чтобы ему можно было бегать, не выходя наружу.

Апат-ҫимӗҫ усрамалли хуралтӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех