Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нӳрлӗхпе сивве пӑхмасӑр унӑн шутсӑр хытӑ ӗҫес килет, ҫавӑнпа та Джесси сывлӑмпа витӗннӗ ҫулҫӑсене ҫулать, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӑварӗ типнине тата ытларах туять.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Курӑк палӑрмаллах сайралчӗ, типӗ тӗмсемпе витӗннӗ салху, пӑчӑ пуш хир тӳремлӗхе куҫса пыни уҫӑмлӑнах сисӗнет; сӑрӑ чуллӑ тӗмескесем, тип варсемпе хушӑксем ытларах та ытларах, — вӗсенчен нӳрлӗхпе ҫӗр шӑрши кӗрет; пӗччен йывӑҫсем хуралҫӑ евӗрлӗ; тӗпӗсемпе-аркисемпе ҫӗр-ҫӗр хӑлаҫа тӑсӑла-тӑсӑла тӑвалла улӑхнӑ чухне сӑртсем пире утсене туртса чарма хистеҫҫӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Эпӗ кӑкӑрта нӳрлӗхпе темӗнле сулӑм туятӑп.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Юханшыв тӗттӗм-кӑвак хумсене йӑвантарать; ҫӗрлехи нӳрлӗхпе йывӑрланнӑ сывлӑш ҫӑралса пырать.Река катила темно-синие волны; воздух густел, отягченный ночной влагой.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ку енче шыв-ҫырмасем нумай пулнӑ пирки кунти сывлӑш ҫулла ӑшӑ нӳрлӗхпе тата тӗрлӗрен шӑршӑ-маршӑпа пӑчӑхать; тӳпе кунта, тарласа кайнӑ евӗр, шупка тӗслӗ тата тӑрӑ мар, хӗвелӗ — тӗксӗм, хӗвеланӑҫӗ каҫсерен чун сӳлетмелле йӑм хӗрлӗн ҫупать, уйӑхӗ вара — хӑпарнӑ чухне — ҫав териех пысӑк та чӗрӗ какай пекех хӗп-хӗрлӗ пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑнта ҫӳлте вӗрекен ҫил, ҫӗр ҫийӗн йӑсӑрланакан нӳрлӗхпе хутӑшманскер, кунта ярӑнса кӗрет те кантрасене хускатса илет, чансем ӑшнех кӗрсе варкӑшса, вӑхӑтран вӑхӑта ян-ян сасӑ кӑларать.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗр чӑмӑрӗ пулса ҫӗр ҫул иртсен, ӑшӑпа тата нӳрлӗхпе йывӑҫ-курӑксем анчах ӳссе ашкӑрса ларнӑ вӑхӑтра, ҫӗр пичӗ мӗнле курӑнса тӑнӑ-ши!?
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах ҫакнашкал кунсем те пулнӑ: темиҫе эрне хушши кун ҫути курман, хӑш чухне хӑйсене чӗрӗлле пытарнӑ пек туйнӑ ҫынсен ӑшчикне, ҫӗр айӗнчи нӳрлӗхпе пӗрле, сивӗ те усал тунсӑх кӗрсе кайнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Камышинра пылчӑкпа епресе кайнӑ тротуарсем ҫуммипе, урама сарнӑ йӑлтӑртатакан чулсем тӑрӑх пӑтранчӑк шывсем юхаҫҫӗ, ӑшӑнса ирӗлнӗ ҫӗр шӑрши, нӳрлӗхпе лаша тислӗке шӑрши кӗрет.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1