Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нӳр сăмах пирĕн базăра пур.
нӳр (тĕпĕ: нӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ мӗншӗн: йывӑҫсенче нӳр пур, ҫав нӳр шыв пекех шӑнса ларать.

Оттого, что в деревьях есть сырость, и сырость эта замерзает, как вода.

Сивӗре йывӑҫсем мӗншӗн шартлатаҫҫӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тилли, халӑх йӑлине тытса, аслашшӗпе асламӑшне: ҫӑмӑл пултӑр нӳр тӑпра, тесе асӑнать, пехил ыйтса тулли курка тӑкать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Башгидромет пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра нӳр ӳкмест.

Куҫарса пулӑш

Сивӗтет, юрлӑ ҫумӑр кӗт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/novosti/2023-10- ... -t-3483851

Ҫӗрте нӳр ҫукки ҫынсене пуринчен ытла пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Каллех аш, — кӑштах нӳр ҫапнӑ шурӑ хутаҫа кӑларать бригадир.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Темиҫе кунран пӗрре ӑшӑ ҫумӑр ҫуса каять, типе пуҫланӑ ҫӗре ҫӗнӗрен нӳр парса, курӑка ӳсме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗл каҫиччен ҫывӑрса выртнӑ тӑпра, хӑйӗнчен кӑҫал колхозниксем нумай ыйтассине пӗлнӗ пек, ҫу каҫмалӑх нӳр ҫӑтать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утӑ уйӑхӗ шӑрӑх тӑчӗ, тӑпрара нӳр ҫуккипе калчасем йӑл илеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нӳр сахал пулсан, хӗлле улмуҫҫи тымарӗсем шӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑтӑкран нӳр шӑрши перет.

Из которой пахнуло сыростью.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем тӑрӑх ҫӗр айӗнчи хыр патнелле нӳр туртӑнать.

По ним вода из земли в сосну идёт.

«Ау!» — тени мӗн пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сулахай енчи стенаран шӑршлӑ чӗрӗ сывлӑш кӗрет, нӳр тумламӗсем хул тӑрӑх ҫӗрелле патлатса ӳкеҫҫӗ.

Из стены слева проступает зловонная сырость, и ленивые капли скатываются но руке на пол.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Нӳр илнӗ ҫамрӑк курӑк кӗрхи ҫӗрӗшнӗ ҫулҫӑсем айӗн тапса тухса ачашшӑн ешерет, Уҫланкӑсенче кӑвак та сарӑ чечексем чӑпаррӑн курӑнаҫҫӗ.

К солнцу жадно тянулись сочные, молодые травы, пронизывая осенние, прелые листья и прикрывая их своей нежной зеленью, Голубые и желтенькие цветочки пестрели на полянах.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Паян кунӗпех пуҫтарса миххе тултарнӑ тинӗс курӑкӗсемпе шапа хуранӗсенчен юшкӑнпа нӳр шӑрши ҫапать.

С крыльца, от мешка с собранными за день морскими водорослями и ракушками, пахло тиной и сыростью.

Ҫӗрлехи хуралта // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Сӑмсана нӳр шӑрши ҫапрӗ.

Запахло колодезной сыростью.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Малтан ман куҫа нӳр юхса аннӑ вырӑнсемпе типсе ларнӑ хура пӑнчӑсем ҫеҫ курӑнчӗҫ.

Сначала увидел на стенах только подтеки сырости и темные застывшие брызги.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Кӗркунне кӑткӑсен туллине нӳр ҫапнӑ.

Осенью у муравьев подмокла пшеница.

Шӑрчӑкпа кӑткӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вара сывлӑшри нӳр чӳлмек ҫине тумла пулса ларнӑ.

Воздух вокруг горшка остыл, и капли сели.

Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Акӑ мӗншӗн: губка шыв сӑхнӑ пек, кӗркуннепе хӗлле йывӑҫ нӳр туртса шӳсе каять, ҫӑва тухсан, унӑн нӳрӗ пӑс пулса кайса пӗтет те, вӑл пӗрӗнсе ларать.

Оттого, что осенью и зимою дерево насытится водой, как губка, и его разопрет, а летом вода выйдет паром, и оно съежится.

Нӳр. II // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эрешмен сывлӑшра кӑшт нӳр пуҫтарӑна пуҫланинех сисет.

Чувства у паука так тонки, что когда в воздухе начнет только собираться сырость.

Нӳр. I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех