Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниҫта сăмах пирĕн базăра пур.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана кунта пуринчен ытла кӗнекесем хурса тултарнӑ ҫӳлӗк тӗлӗнтерет — ҫакӑн чухлӗ кӗнеке эпӗ унччен ниҫта та курманччӗ.

С удивлением смотрю на книжную полку: столько книг я никогда не видел.

4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем ниҫта та кайма пултараймаҫҫӗ: больницӑсем ҫук.

В больницу больные не идут; идти некуда; больниц нет.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пӗрре ҫеҫ мар тивнӗ пире чӗнпиҫиххисене пӑркӑчласа хытарнӑ пек турта-турта ҫыхмашкӑн: шыв та, тӑвар та, тулӑх сӑртсем хушшинче, анчах апат-ҫимӗҫ ниҫта та тупма ҫук, ҫавӑнпа хырӑм выҫҫи ытлашши ан сисӗнтӗр тесе, ирӗксӗрех пиҫиххисене туртса ҫыхма тивет.

Не раз приходилось потуже затягивать ремень: воды и соли в горах сколько угодно, но с продовольствием плохо было.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫынсемшӗн пулсан тӑшман бомбисем аплах та хӑрушах мар, вӗсем ӑҫта килчӗ унта пытанма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен, йӗри-тавраллах сӗм вӑрман, ӗмӗрхи йывӑҫсем кашласа лараҫҫӗ, анчах обозӑн ниҫта та пытанма ҫук, бомбӑсемпе пульӑсем айӗпех малалла куҫас пулать.

Людям есть где укрыться — кругом лес, вековые деревья, а обоз всё время под бомбами и огнём немецких штурмовиков.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Халӗ ӗнтӗ ниҫта та тараймӑр! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ кун хыҫҫӑн Мишка Демин.

— Теперь вже не втикут! — услышали на берегу радостный голос Демина.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӑранипе ним тӗлне пӗлми пулнӑ нимӗҫ салтакӗсем, алӑри хӗҫпӑшалӗсене пӑрахсах, саралса выртакан юханшыва пыра-пыра сикеҫҫӗ, шыв тӑрах юхса иртекен пӑр татӑккисем ҫине утланса ларма кармашаҫҫӗ, анчах та партизансен пульлисем вӗсене ниҫта ҫӑлӑнӑҫ памаҫҫӗ.

Ошалевшие от страха солдаты бросали оружие и кидались в широко разлившуюся реку, карабкались на плывущие по ней льдины, но партизанские пули настигали их и там.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӑна килне ҫитсе вырнаҫнӑ хыҫҫӑнах пире телефон тӑрӑх, ниҫта та ан саланӑр, тесе пӗлтерчӗҫ.

Вскоре по приезде нас предупредили по телефону, чтобы мы никуда не расходились из номеров.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Юлташсем мана аэродром ҫине ӑсатма пухӑнсан ман чӗре кӑкӑрта епле ниҫта кайса кӗрейми тапни ҫинчен калама та кирлӗ мар.

Понятно, в каком состоянии я был, когда прощался с товарищами, провожавшими меня до аэродрома.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл темӗнле салхуланса, ниҫта сиккеленмесӗр пӗр тӗле пӑхса ларать.

Сидел он на этот раз какой-то печальный, притихший, глядя в одну точку.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Партизанӑн ниҫта пытанма май ҫук.

А спрятаться партизану негде.

Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Замула, ҫав ачасем урлӑ, вӑрмантан ниҫта тухса ҫӳремесӗрех таврара мӗн пулса иртнине тӗплӗн пӗлсе тӑнӑ.

От этих ребятишек Замула, не выходя из леса, узнавал всё, что происходило в районе.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ниҫта та ҫӑлӑнӑҫ ҫук тӑшмана!

Нигде не спастить врагу.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Утем ури пырса пусман чӑтлӑхсем витӗр вуншар ҫухрӑм кайсан та, ниҫта нимӗнле уҫланкӑ тӗл пулаймӑн.

Десятки километров можно пройти ими, не видя просвета.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл та пулин кунта нимӗҫсем килсе кӗнӗренпе вӑрмантан ниҫта та тухса курман.

Он никуда не выходил из леса с тех пор, как пришли немцы.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак ҫапӑҫура пирӗн партизансем пӗтӗм оборона линийӗ тӑрӑх вырӑнтан ниҫта хускалмасӑр ҫапӑҫрӗҫ.

В этом бою по всему кругу обороны партизаны дрались не сходя с места, если не считать коротких контратак.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунта вӑрманта ниҫта та пӗр катӑк супӑнь те тупса илме ҫук, ҫавӑнпа та кӗлтӑрри хатӗрлеме тивет.

Мыла в лесу нет ни кусока, щёлок надо выварить из золы.

Уяв парнисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хам ниҫта та каяйманни ҫинчен пӗлтертӗм.

Я заявила, что никуда без неё не поеду.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ниҫта пӗр йывӑҫ, пӗр тӗм пулман.

Нигде ни кустика, ни дерева.

Горький ячӗпе тӑракан шкул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унӑн ниҫта та пурӑнмалли вырӑн пулман — вӑл хӑй валли хӑех крепость тунӑ.

Ему негде было жить — он сам построил себе крепость.

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег манӑн, лӑпкӑн та аяккалла ниҫта пӑхкаламасӑр, пӗчченех утать.

А Олег, спокойно и не оглядываясь, шагает один.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех