Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

начальникне (тĕпĕ: начальник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн почтальон йӗркеллӗ ӗҫлемест пулас, — терӗ вӑл почта начальникне.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Виҫҫӗмӗш участок начальникне, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Гаврил Романович, — ҫирӗм кунра каркассем хатӗр пулмалли пирки аса илтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр кун ирхине ял карчӑкӗсем татах хыпар илтрӗҫ: Маюкпа амӑшӗ, милици начальникне хӑналаса, тӗрмерен хӑтӑлса юлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Пӗр иккӗленсе тӑмасӑр ӑна вӑрман пункчӗн начальникне лартма пулать.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьева пункт начальникне лартасшӑнччӗ — килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иртнӗ ҫулталӑк хушшинче вӑл аэроклубри кадрсен пайӗн начальникне, отставкӑри полковник Симонюка, икӗ сӑмах та каламан.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эпӗ лаборатори начальникне хам иккӗмӗш хут тӗрӗслев тума шутлани ҫинчен каланӑ пулӑттӑм, вара вӑл синтетика группине мана иккӗмӗш тӗрӗслев валли мӗн кирлине татах илсе пырса пама хушӗччӗ».

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир манӑн оперативлӑ пай начальникне совет ҫарӗсем манӑн фронт участокӗнче мӗнлерех вырнаҫса тӑнине каласа парӑр, унтан эпир сире самолет парӑпӑр…»

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Строительствӑпа монтаж управленийӗн начальникне, главнӑй инженерне лартса килчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Самаях ҫырткаласа илчӗҫ ҫапла, чылаях тарлаттарчӗҫ Миккие, анчах ҫапах та, хӑшпӗр ҫынсем ҫине тӑнипе, «дружина иртнӗ ҫулта лайӑх ӗҫленӗ, начальникне тав тӑвас», тесе йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Пушар дружинин начальникне отчет тутаратпӑр, терӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине округри ҫичӗ ҫынна парса хисеп турӗҫ: «Асаново» ЯХПК тракторисчӗсене Андрей Беловпа Николай Маргиданова, ҫав хуҫалӑхри ГСМ склачӗн заведующине Анатолий Селлина, «Комсомольские овощи» агрофирмӑн тӗп бухгалтерне Наталия Грачевӑна, «Слава картофелю» агрофирма водительне Сергей Оболонкина, «Урожай» колхоз водительне Иван Шакмакова, «ТАВ» ООО цех начальникне Николай Хораськина.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Главнӑй инженер СУ начальникне утса пынӑ ҫӗртех хӑй ҫумне ҫупӑрларӗ те сасӑпах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайран тупасси те пулмӗ СУ начальникне.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ ку ыйтӑва хӑйӗн тимлӗхне илессине пӗлтерчӗ, территорилле пай начальникне те ку енӗпе вырӑнта ҫине тӑрса ӗҫлеме сӗнчӗ.

Глава муниципального округа заявил, что возьмет на контроль данный вопрос, и предложил начальнику территориального отдела упорно работать на месте в этом направлении.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫав вӑхӑтрах муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама экономика, инвестици политикин, ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникне Ольга Ивановна Фондеркинана тата территорисене хӑтлӑх кӗртессипе, аталантарассипе ӗҫлекен управлени ертӳҫине Андрей Владимирович Секайкина шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Шкул ачисем хӑйсем хатӗрленӗ ҫуртасене салтаксем патне ҫитерме Александровка территори уйрӑмӗн начальникне Л.А. Поляковӑна пачӗҫ.

Школьники передали подготовленные ими свечи для доставки к солдатам начальнику Александровского территориального отделения Л.А. Поляковой.

Салтаксем валли — ҫуртасем // С.Петрова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне йӗркелесе пынӑшӑн муниципаллӑ округ пуҫлӑхне А.Осипова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникне М.Илларионовӑна, тӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене, Комсомольскинчи сӗт комбиначӗн, «Кооператор» ОООн, «Магнит» суту-илӳ ҫурчӗн директорӗсене Р.А.Хайртдинова, А.В.Красновӑна, Р.Г. Калакова, бюджет учрежденийӗсен ертӳҫисене, суту-илӳ ӗҫченӗсене, «Молодая гвардия» организацин вырӑнти уйрӑмӗнчи ҫамрӑксене, Хирти Мӑнтӑрти Г.Крылов, Нӗркеҫри В.Воронов волонтерсене тата округра ыркӑмӑллӑх утӑмӗ тунӑ пур ҫынна та тав сӑмахӗ калатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Палачсем, хӑйсен начальникне хӳтӗлес тесе, арканнӑ кӑткӑ йӑвинчи кӑткӑсем пек, тӗлсӗррӗн хӗвӗшсе унталла-кунталла чупкалама тытӑнчӗҫ.

Палачи засуетились, как муравьи в разоренном муравейнике, бросаясь на защиту своего начальника.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех