Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑсланни (тĕпĕ: намӑслан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑр кӑна упӑшкине ҫак ҫулсенче тарӑхни, ӳпкелени, кӗвӗҫни, эрленни, намӑсланни, нушаланни мӗн чухлӗ капланса ҫитнине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа тӑкас шухӑшлӑскер, Санюк Антуна куҫран хӗрхенсе-хӗрхенсе пӑхрӗ те: — Юрӗ, — терӗ ассӑн сывласа.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Намӑсланни, лайӑхмарланни те ҫук вӗт-ха ун.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Унӑн сассине илтсен, эп, савӑнса кайрӑм, анчах ман хаваслӑх ҫумне именни тата намӑсланни хутшӑнчӗҫ.

Я обрадовался, услышав его голос, но к радости моей примешивались смущение и стыд.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫак самантра Тёма пит-куҫӗнче мӗнпурне курма пулать: унта намӑсланни те, ним тума аптӑраса ӳкни те, темле минрени те, вӗчӗрхенӳ те, кӳреннӗ туйӑм та — пурте пур.

На этом лице было в это мгновение всё: стыд, растерянность, какая-то тупая напряженность, раздражение, оскорбленное чувство.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пур асапӗ-тӗсепӗ, тарӑхса хӑшкӑлни, хушӑран намӑсланни те, ҫывӑх тус-йышӗсем пуҫӗсене кӑлӑхах хуни, ҫавсемпе пӗрлех тата шанчӑксӑр юратӑвӗ те хупӑнса ларни, ӑша кантарми ҫилӗ, нимӗнле йӑпатайми тунсӑхӗ, пӗр-пӗччене тӑрса юлни те кун-ҫулӗнче ӗмӗчӗ сӳнни, вӗҫӗ-хӗррисӗр аса илӗвӗ — ырри те пулнӑ пуль унта, усалли те, анчах пур пӗрех ҫавсем халь нимӗне тӑманни — пӗхӗмпех куҫҫульпе хутшӑнса тӑкӑнчӗ.

Страдания, горькие разочарования, угрызения совести, скорбь о напрасных жертвах и вместе с этим безнадежно погибшая любовь, озлобление, безутешная тоска, сознание своего одиночества и бесцельности жизни, рой воспоминаний — и светлых и мрачных, но в одинаковой мере мучительных — все было в этих слезах.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ хам та пӗлместӗп, — терӗ Обломов, — халӗ ман намӑсланни иртсе кайрӗ: мана хам сӑмахшӑн намӑс мар… ман шутпа ҫав сӑмахра…

— И сам не знаю, — сказал он, — стыд у меня прошел теперь: мне не стыдно от моего слова… мне кажется, в нем…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

23. Хӑрушӑ самантра хӑвна тӗрӗс тыт, усалтан сыхлан — 24. вара чунушӑн намӑс пулмӗ: 25. намӑсланни хӑш чухне ҫылӑх патне илсе пырать, тепӗр чухне мухтавпа тивлет парать.

23. Наблюдай время и храни себя от зла - 24. и не постыдишься за душу твою: 25. есть стыд, ведущий ко греху, и есть стыд - слава и благодать.

Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех