Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑсланатӑп (тĕпĕ: намӑслан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамран хам намӑсланатӑп.

Я стыжусь себя.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хумханӑва чараймасӑр, — ҫак кӗвӗ манӑн ҫеҫ пулнӑн, унӑн сассисем шантараканни пӗтӗмпех мана кӑна кӗтет тейӗн, — тухмалли ҫул шырамашкӑн аялалла вирхӗнтӗм; мӗншӗнне хам та пӗлмесӗр намӑсланатӑп, шанатӑп, чӗрем чарӑнми кӑртлатать.

Тогда взволнованный, как будто это была моя музыка, как будто все лучшее, обещаемое ее звуками, ждало только меня, я бросился, стыдясь сам не зная чего, надеясь и трепеща, разыскивать проход вниз.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Вӗсен шутӗнче тӑнишӗн намӑсланатӑп.

— Стыжусь, что принадлежу к нему.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Халь эсӗ ман ывӑлӑн ывӑлӗ пулнӑшӑн та намӑсланатӑп эпӗ, Тынэт.

— Мне стыдно теперь знать, что ты внук мой, Тынэт!

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сан умӑнта тӑма намӑсланатӑп, хӑратӑп эпӗ: 72. пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, пирӗн ӑссӑрлӑхӑмӑр тӳпенех ҫитнӗ; 73. аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк ҫылӑх ӑшӗнче пурӑнатпӑр, 74. хамӑр ҫылӑхсемшӗн, аттесен ҫылӑхӗсемшӗн пире хамӑр тӑвансемпе, хамӑр патшасемпе, хамӑр священниксемпе пӗрле ют ҫӗрсен патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, эпир паянхи кунчченех намӑс курса пурӑнатпӑр.

я стыжусь и смущаюсь пред лицем Твоим, 72. ибо грехи наши поднялись выше голов наших, и безумия наши вознеслись до неба; 73. еще от времен отцов наших и до сего дня мы находимся в великом грехе; 74. и за грехи наши и отцов наших мы с братьями нашими и царями нашими и священниками нашими преданы были царям иноземным под меч, в плен и на разграбление с посрамлением до сего дня.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сан умӑнта эпӗ пуҫӑма ҫӗклеме те намӑсланатӑп, хӑратӑп, эй Туррӑмҫӑм, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех, пирӗн айӑпӑмӑр тӳпене ҫитиех купаланнӑ.

стыжусь и боюсь поднять лице мое к Тебе, Боже мой, потому что беззакония наши стали выше головы, и вина наша возросла до небес.

1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех