Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитӗ, вӑл ҫитӗ мӗнпур мӑнаҫлине, мӑнкӑмӑллине, мухтаса чапа кӑларнине, — ҫакӑ ӗнтӗ кӗҫӗне юлӗ, — 13. вӑл ҫитӗ Ливан ҫинче ӳсекен мӗнпур ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ кедр йывӑҫне, Васанӑн мӗнпур юманне, 14. мӗнпур ҫӳллӗ тӑва, таҫтанах курӑнса тӑракан сӑртсене, 15. мӗнпур ҫӳллӗ пашнене, мӗнпур тӗреклӗ хӳмене, 16. Фарсисӑн мӗнпур карапне, вӗсенӗн ӑмсантаракан мӗнпур эрешне.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тата патша керменӗнчи мӗнпур хаклӑ пурлӑха турттарса кайнӑ; унччен Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, Израиль патши Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарттарнӑ мӗнпур ылтӑн савӑта ватса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 14. вара пӗтӗм Иерусалима, мӗнпур аслӑ улпута, мӗнпур вӑйпитти ҫара, мӗнпур алӑстине, тимӗрҫе, — вунӑ пин ҫынна, — хӑваласа илсе кайнӑ; чухӑн хура халӑхсӑр пуҫне урӑх кунта никам та юлман.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗслеҫӗ кӗслине калама тытӑнсанах, Елисее Ҫӳлхуҫа алли сӗртӗннӗ, 16. вара Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак айлӑмра ур чавса тухӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир ҫил вӗрнине те кураймӑр, ҫумӑр ҫунине те кураймӑр, айлӑма пурпӗрех шыв капланса килӗ, вара эсир хӑвӑр та ӗҫетӗр, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх та ӗҫӗ; 18. Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ку сахал: Вӑл Моава та сирӗн аллӑра парӗ, 19. ун чухне эсир мӗнпур ҫирӗплетнӗ хуласене тата мӗнпур тӗп хуласене аркатӑр, мӗнпур паха йывӑҫа касса пӗтерӗр, мӗнпур шыв ҫӑлкуҫне пӗвелесе тухӑр, мӗнпур хир лаптӑкӗсене чул пӑрахса тухса юрӑхсӑра кӑларӑр, тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл Ленина мӗнпур тӑшмансенчен — Керенскипе Половцевран, Рибопа Ллойд-Джорджран, казаксен пӗтӗм вуникӗ ҫарӗнчен, Российӑн мӗнпур кӗпӗрнисенчи мӗнпур пустав сӑхмансенчен, Антантӑна кӗрекен мӗнпур ҫӗршывсен разведкисенчен ҫак чӑтлӑх вӑрманта пытантарма май килнӗшӗн хӗпӗртесе кайрӗ, вӗсене ҫавӑн пек хур тума пултарнӑшӑн чунне савӑнӑҫ хумӗ ачашласа эпеклерӗ.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Йывӑр-и пӗччен? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ вӑл, хӑйӗн канӑҫсӑр пациенчӗн мӗнпур ӳпкелешӗвӗсене, мӗнпур тилмӗрсе ыйтнисене, мӗнпур шикленӗвӗсене, мӗнпур шухӑш-кӑмӑлӗсене итленӗ хыҫҫӑн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
20. Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ, 21. Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ: 22. качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене, 34. така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава, 35. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, 36. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене, 37. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне, 38. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава, 39. пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 40. картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине, 41. сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исав хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗрӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн [мӗнпур] кӗтӗвне, мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхне, Ханаан ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн Иаков шӑллӗ патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, 7. мӗншӗн тесессӗн пурлӑхӗ ҫав тӗрлӗ нумай пулнипе вӗсем пӗрле пурӑнма пултарайман, кӗтӗвӗсем питӗ йышлӑ пулнипе вӗсем хӑйсем ҫӳрекен ҫӗрсенче шӑнӑҫайман.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те тухнӑ; 19. карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тухса кайнӑ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тупӑк хунӑ кӳме ҫул ҫине тухсан, ун хыҫҫӑн Лутаций Катулл консул пычӗ, икҫӗр сенаторпа икҫӗр юланутҫӑ, Кумы, Капуя, Байи, Геркуланум, Неаполь, Помпея тата Кампанири ытти хуласемпе ялсенчи мӗнпур патрицисем, Италири мӗнпур муниципистсемпе хуласен представителӗсем, ҫирӗм тӑватӑ ликтор, консулсен ялавӗсем, Сулла майлӑ ҫапӑҫнӑ мӗнпур легионсем пычӗҫ; вӗсемсӗр пуҫне, хӑйсен ҫулпуҫне юлашки хут хисеплесе чыс тумашкӑн хӑйсен ирӗкӗпе хӗҫпӑшалпа килнӗ аллӑ пине яхӑн легионерсем, Сулла ирӗке янӑ темиҫе пин ҫын, Римран юри пылчӑклӑ тумтирпе килнӗскерсем, трубачсем, флейтистсен тата цитристсен йышлӑ отрячӗсем, кӑвак тогӑсемпе траур тӑхӑннӑ матронӑсен ушкӑнӗсем, Кумӑран тата Италин ытти пайӗсенчен килнӗ хисепсӗр нумай халӑх пычӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тинӗс тӗтреллӗ пушӑ вырӑн пек туйӑнать, халӗ вӑл тӳпе пекех инҫе; мӗнпур сасӑсем, мӗнпур пӗлӗтсем, мӗнпур ҫӑлтӑрсем унта ӳкеҫҫӗ те курӑнми пулаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
5. Ҫак хулан мӗнпур пуянлӑхне, мӗнпур пурлӑхне, унӑн мӗнпур хаклӑ йышши япалине, Иудея патшисен пӗтӗм мулне — йӑлтах тӑшманӗсен аллине парӑп, вӗсене ҫаратса-тустарса пӗтерӗҫ те Вавилона ӑсатӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ун патне Исав ывӑлӗсен мӗнпур пуҫлӑхӗ, Моав халӑхӗн мӗнпур ҫулпуҫӗ тата тинӗс хӗрринчи халӑхсен мӗнпур ҫарпуҫӗ пуҫтарӑннӑ та каланӑ: 9. хуҫамӑр, санӑн ҫарунта ҫухату ан пултӑр тесен, пирӗн сӑмаха итлесемччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Езекия патша патне пынӑ та каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатрӑмӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне те, мӗнпур савӑт-сапана та, парне ҫӑкӑрӗн сӗтелне те, тата сӗтелӗн мӗнпур савӑт-сапине те тасатрӑмӑр, 19. Ахаз хӑй патшара ларнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ мӗнпур савӑт-сапана та эпир тасатса хатӗрлерӗмӗр, халӗ вӗсем акӑ Ҫӳлхуҫана парне памалли вырӑн умӗнче.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем тилҫе ернӗ мӗнпур ҫынна, йӑх вӑрлӑхӗ юхакан мӗнпур ҫынна, вилӗпе ирсӗрленнӗ мӗнпур ҫынна тапӑртан кӑларса яччӑр, 3. арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те кӑларса ярӑр, вӗсене тапӑр тулашнех кӑларса ярӑр, вӗсем хӑйсем пурӑнакан тапӑрне ан ирсӗрлетчӗр: Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Парнелӗх илсе пынӑ пӑхӑрӗ ҫитмӗл талант та икӗ пин те тӑватҫӗр сикль пулнӑ; 30. ҫак пӑхӑртан вӑл Турӑ ирӗкне кӑтартакан кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре лартнӑ юпа тӗпӗсене тунӑ, пӑхӑртанах парне вырӑнӗ тата ун валли пӑхӑр решетке тунӑ, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑт-сапине тунӑ, 31. тата пӗтӗм картиш юписен тӗпӗсене, картиш хапхи юписен тӗпӗсене, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнӑ мӗнпур шалчана пӑхӑртан тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24. пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25. ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26. вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29. вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, унӑн килӗнчи аслӑ ҫынсем, Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур аслӑ ҫын кайнӑ, 8. Иосиф килӗнчи мӗнпур ҫын, унӑн пиччӗшӗсем, ашшӗ килӗнчи ҫынсем пурте кайнӑ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.