Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫивӗч куҫлӑскер, ҫырмари вӑрттӑн мӗлкесене унчченех асӑрхама ӗлкӗрнӗ иккен вӑл.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсен тӗксӗм ҫути кӗтессенчи тӗттӗм мӗлкесене те уҫӑмлӑн ҫутатаймасть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл Футрозсен хӑна пӳлӗмне кӗрет, мӗн пур эрешпе мӗлкесене, мӗн пур япалана, сӗтел-пукан мӗнле вырнаҫнине питӗ тӗрӗс те уҫӑмлӑ курать, вӗсен хушшинчи анлӑша цифрӑсемпе йӑнӑшсӑр ҫыраять, лакпа пархӑта шухӑшӗпе перӗнет.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ас тӑвӑм авӑрӗнчен — унти тӗтреллӗ мӗлкесене сире-сире — тутӑр пӗркеннӗ хӗрарӑм сӑнарӗ уҫӑмлӑн шуса тухрӗ; ҫак сӑнар йӗрӗсен ӗлкине хӑвӑрттӑн ҫухатса Полина Турнейль сӑнарӗпе пӗрлешсе кайрӗ те… вӑл пулса тӑчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Анӑҫалла туртӑннӑ хӗвел чул хысакӗнчен перӗнчӗ, унӑн тӗксӗм аякне шӗвӗ ҫулӑмпа сирпӗтрӗ те Аш ҫыранӗ хӗррипе мӗлкесене — ҫӗрӗн каҫхи тунсӑхне — сапаласа ывӑтрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫутӑ ҫухалать, сӑрӑсене улӑштарать, мӗлкесене куҫарать, паллӑ мар хӗр Аян ҫине куларах тӗмсӗлнӗ май сӑнне ҫине-ҫинех, хӑвӑрттӑн улӑштарнӑн туйӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сасси унӑн, шыв хыттӑн янӑратнӑскер, мӗлкесене вӗлерчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Фома унталла пӑхнӑ та, вӑрманӑн ҫӳллӗ хура хӳмине, ун ҫинче ҫап-ҫуттӑн вылякан вучахӑн вутлӑ пӑнчине тата вут тавра ларса тухнӑ тӗтреллӗ мӗлкесене курнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн ҫумран, васкамасӑр, вӑрӑм мӗлкисене сӗтӗрсе ҫынсем иртсе каятчӗҫ, урасем айӗнчен тӗтӗм пек тусан тӑрса, ҫав мӗлкесене пытаратчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халӑх калаҫнине, лашасем тӑпӑртаттарса пынине тата урапасем кӑлтӑртатнине, путенесем хаваслӑн авӑтнине, сывлӑшра ниҫталла куҫмасӑр ушкӑнӑн-ушкӑнӑн явӑшса тӑракан ӳпре-пӑван сӗрленине, армутипе улӑм тата лаша тарӗ шӑршине, ҫутӑ сарӑ хӑмӑл ҫине, инҫетри кӑвак вӑрман тата шупкарах хӑмӑр кӑвак пӗлӗтсем ҫине хытӑ хӗртекен хӗвел сапса тӑракан пин-пин тӗрлӗ тӗссене тата мӗлкесене, сывлӑшра вӗҫекен е хӑмӑл ҫине карӑнакан шурӑ эрешмен картисене — ҫаксене пурне те куртӑм эпӗ, илтрӗм, туйрӑм та.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсен пичӗсене ҫутатса мӗлтлетсе ҫунакан ҫурта ҫулӑмне, стенасем ҫине ӳкнӗ хура мӗлкесене, инкек пуласран асӑрханса ларакан ҫынсене, кивӗ кӗрӗксемпе чӗркенсе ларакан карчӑксене, кӗтесре пӑшӑлтатакан ҫамрӑксене, амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӗркесе кӑкӑрӗсем ҫумне хыттӑн тытнине ӳкересчӗ…
10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Вӗсем тупӑсем хыҫне выртрӗҫ те, юр ҫинче уҫҫӑнах курӑнакан тӗксӗм мӗлкесене тӗллесе печӗҫ.Они припали за орудиями, беря на прицел темные фигуры, четко вырисовывающиеся на снегу.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Чӑлтӑр ҫутӑ паракан кӑмпасем вӑрман ӑшне ҫур миле яхӑн ҫутатса тӑраҫҫӗ, ҫав тӗксӗм ҫутӑра Мак-Набс вӑрман хӗрринче урлӑ-пирлӗ чупса ҫӳрекен темӗнле мӗлкесене астурӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Акӑ Костя ҫемҫе вырӑн ҫинче вӗриленсе выртать, ҫыпӑҫакан, куҫсене тултарса тӑракан вӗри тӗтре витӗр пӑхнӑ пек, хӑй тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан сентрене, стенасем ҫинчи тӗтреллӗ мӗлкесене, хулӑн мачча пӗрени ҫинчи лампӑн чӗтресе тӑракан ҫаврака мӗлкине курать.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӳлте, симӗс туратсем ҫинче, кайӑксем кӗшӗлтетнӗ, шӑхӑрса юрланӑ, вӑрмана чалӑшшӑн касса кӗнӗ хӗвел ҫути Ксюшӑна пӗрре ӑшшӑн ачашланӑ, тепре, мӗлкесене савӑнӑҫлӑн арпаштарса, чӑпар тум тӑхӑнтартнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Винтовкӑна кӑштах сивӗнме панӑ хыҫҫӑн вӑл каллех тепӗр обойма кӗртсе лартрӗ, куҫне хӗстерсе, инҫетри хура мӗлкесене тӗллесе печӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малтанах вӑл сулхӑнра выртнӑ пулмалла, анчах хӗвел мӗлкесене айккинелле шутарнӑ та халӗ унӑн ҫара пуҫӗнчи утӑ ванчӑкӗпе ҫӳпленнӗ кӑтра ҫӳҫне ним шелсӗр вӗтелентерет.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тата темиҫе километр кайсан, тӗтреллӗ кантӑк витӗр Кондратьев сасартӑк тӗлӗнмелле ҫӳллӗ те хӑмӑр мӗлкесене курчӗ — кусем те ҫулсем ҫине такам лартса тухнӑ ҫӗмелсем, те машинӑна хирӗҫ пыракан тӗвесем пулнӑ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапах та, салтаксем йывӑҫ рамӑсем ӑшне ҫӗленӗ улӑм мӗлкесене чикме пуҫласан, улттӑмӗш ротӑн та намӑсланма тиврӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӗн тесе пӑхӑннӑ ман Эпӗ мӗлкесене?»
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1
- 2