Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗлкесем (тĕпĕ: мӗлке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫинҫелнӗ, кӗскелнӗ мӗлкесем, хӗвелтен пытанса, лӑпсӑркка йывӑҫсем айне, ҫуртсем хыҫне кӗре-кӗре пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял сӑрчӗн хӑрах ҫыранне кураксем пырса ларчӗҫ; унтан сывлӑша ҫӗкленчӗҫ те — мӗлкесем те сӑрт аяккипе вӗҫнӗ май — курак ушкӑнӗ сасартӑках икӗ хут йышланнӑ пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑхӑт каҫалла сулӑннине пӑхмасӑрах шӑратса ҫунтаракан хӗвелпе улӑх сӑртӗнчи ҫурта пек шурӑ хурӑнсем ирӗле пуҫларӗҫ тейӗн: юхса анчӗҫ вӗсенчен улӑхалла йӗпенсе хуралнӑ вырӑн пек курӑнакан мӗлкесем.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хушӑран хӗвел именчӗклӗн йӑлкӑшса кулать те завод корпусӗсен бетонпа кантӑк аякӗсем ҫийӗн, ӳплентерсе пӑрахнӑ калама ҫук пысӑк сӳре шӑлӗсем пек тӑратӑнса тӑракан металл колоннӑсем ҫийӗн, будкӑсемпе бытовкӑсем ҫийӗн, ҫак яланах шавлӑ, яланах савӑк ӗҫ кӗввиллӗ стройка ҫыннисене хӑйсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне вӑрах кӑтартма вӑтаннӑ пек, элес-мелес мӗлкесем хыпӑнчӑклӑн шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куҫӗсем унӑн дирижерӑн айккинчи пӗр мӗлки ҫинче пулчӗҫ, мӗншӗн тесен, айккинчи мӗлкесем хӑяккӑнтарах пулнипе, вӑл Мосальскийӗн питне те кӑшт курма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пур вӑйӗпе туртса ыткӑнтарса янӑ ҫӗмрен, шӑхӑрса, малти мӗлкесем енне вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун куҫӗнче хура мӗлкесем ялкӑшма пуҫласан мӗн пуласса чухлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часах малта мӗлкесем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урамра хура мӗлкесем шӑппӑн ирте-ирте каяҫҫӗ, чаранса итлесе тӑраҫҫӗ.

По улицам скользят молчаливые тени, останавливаются, прислушиваются.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗр ҫине мӗлкесем ӳкнӗ.

И на земле вмиг выросли замысловатые тени.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сулмаклӑн тайкаланакан катмар йывӑҫ тӑррисем, пысӑк мӗлкесем пек, тӳпери ҫӑлтӑрсене шӑлса тасатаҫҫӗ.

Далекие верхушки деревьев качаются под порывами ветра, словно подметают громадными вениками звездное небо.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйӑх ҫутипе улма йывӑҫҫисенчен мӗлкесем ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тата хӑвасенчен мӗлкесем ҫыхса хӗҫпе пӗрре сулсах касатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗрлӗ мӗлкесем ҫулҫӑсене ҫулӑм ҫутипе хыптарса чӑтлӑх ӑшнеллех, Стар урисем тӗлнеллех тӑсӑла-тӑсӑла ӳкеҫҫӗ.

Красные тени, вспыхивая озаренными огнем листьями, ложились в глубину чащи, у ног Стара.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Мӗлкесем тӑсӑлса ӳкрӗҫ.

Легли тени.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Пирӗн умра — ҫав тери капӑр темиҫе шлюпкӑпа пӑс катерӗ, — вӗсем хаваслӑ мӗлкесем евӗр курӑнаҫҫӗ, ӗнтрӗкри хумсен хушшинче питех те ҫуттӑн ҫиҫкӗнеҫҫӗ.

Мы встретили несколько богато разукрашенных шлюпок и паровых катеров, казавшихся веселыми призраками, так ярко были они озарены среди сумеречной волны.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл калаҫнӑ авӑкра таврана каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапрӗ, урамра халӗ — хунарсен куҫӑмсӑр ҫути, таркӑнчӑк мӗлкесем, кантӑксенче силуэтсем.

Пока он говорил, смерклось, на улице появились неподвижный свет фонарей, беглые тени, силуэты в окнах.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Уйӑх ывӑта-ывӑта сапалакан мӗлкесем сӗт кӳллинчи курӑк ҫине пӑрахнӑ хура пархӑт пусма евӗр.

Тени, отбрасываемые луной, казались черными бархатными кусками, брошенными на траву, залитую молоком.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ылтӑн тӗслӗ хушӑксем ҫухалчӗҫ, вулӑсем ҫинче, ҫӗр ҫинче каҫ ӗнтрӗкӗ умӗнхи вӑрӑм мӗлкесем выртаҫҫӗ, кӑкӑрӗ патакпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхилле сурать.

Исчезли золотистые просветы, ровная предвечерняя тень лежала на стволах и на земле, грудь ныла, как от палочного удара.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хӗвел чакӑл тусен хыҫӗнче ӗнтӗ, сулхӑнланнӑ ҫӗре каҫхи ҫутӑ мӗлкесем ытамланӑ, юхан шыв чӗмсӗррӗн йӑлтӑртатать.

Солнце ушло за скалы, светлые вечерние тени кутали остывающую землю, молчаливо поблескивала река.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех