Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшӑрӗн (тĕпĕ: мӑшӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн мӑшӑрӗн Лай Тунхаон ултӑ ачана пӗчченех пӑхса ӳстерме тивнӗ.

Его супруге Лай Тунхао пришлось одной воспитывать шестерых детей.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Ҫитменнине тата Шарлотта, мӑшӑрӗн театрти ӗҫ укҫийӗ сахаллине асра тытса, урӑх ӗҫе куҫма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Анчах та Ванюш, мӑшӑрӗн тутисем чӗтренине, вӑл ак-ак йӗрсе яма пултарасса сиссе ӑна лӑплантарма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Суйласа илнисем» кӗнекене хатӗрлесе кӑларас ӗҫре унӑн мӑшӑрӗн Галина Фёдоровӑн тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Маҫаккӑшӗн иккӗмӗш мӑшӑрӗн хӗрӗпе, мӑнукӗпе ҫыхӑну йӗркелеме май килнишӗн савӑнать-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Вӑрҫӑ ветеранӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш мӑшӑрӗн мӑнукӗсемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Хӑйӗн черченрен те черчен, илемлӗрен те илемлӗ мӑшӑрӗн пурнӑҫне ҫав тери телейлӗ тӑвасшӑн та вӑл укҫине пӗрре те шеллемест.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мӗтри мӑшӑрӗн кӑмӑлне, тем тесен те, пӑсас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мария Русина, Екатерина, Елена хӗрӗсемпе 1945-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗнче пуҫне хунӑ аслашшӗн пиччӗшӗ, мӑшӑрӗн телефонистка пулнӑ асламӑшӗ тата флотра тӑнӑ аслашшӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Унтан, хӑвӑрт кӑна телефон трубкине илчӗ те «ноль виҫҫӗ» цифрӑсене майӗпен сылтӑмалла шутарчӗ, хӑй сисмесӗрех сулахай куҫ хӳрине хӗссе илчӗ, куланҫи турӗ, ун куҫӗ умне мӑшӑрӗн сӑнарӗ курӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Ку вӑл мӑшӑрӗн, хӑйӗн тата ачисен ячӗсенчи пуҫламӑш саспаллисенчен тӑрать.

Оно составлено из начальных букв имен супруги, своего и детей.

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

— Тӑхта эс, эпӗ час, — мӑшӑрӗн аллине аяккалла сирчӗ те мучи, халь-халь тӗлӗнтермӗше курасшӑн пулнӑн пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ленин мӑшӑрӗн хӑйне пурӑнмалӑх хӑйӗнех ӗҫлесе тупма тивет тенине никам та ӗненмӗ!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

— Ой, турӑҫӑм, тӑрантас ҫине те хӑпарайми пулнӑ-ҫке эпӗ, — терӗ Соня, аллисемпе мӑшӑрӗн майӗнчен ҫакӑнса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку портрет, паллах, вӑхӑтсӑр вилсе выртнӑ мӑшӑрӗн — Илья Ильич Баратынскин пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тен, вӑл хӑйне хӑй пусарса пӗтӗмпех манма та пултарӗччӗ, анчах та мӑшӑрӗн калаҫӑвӗ, унӑн кулли кашни ҫеккунтрах ӑна кӑрккапа хур аҫисем пирки тата лаканай ҫинчен аса илтернӗ…

Быть может, он пересилил бы себя и забылся, но болтовня супруги и ее улыбки каждую секунду напоминали ему про индюка, гуся, пузана…

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.

Он умер на глазах супруги Елены.

Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html

Миша, мӗн калаҫан эс? — мӑшӑрӗн шухӑшне ӑнланса пӗтереймерӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Зиновий хӑлхинче мӑшӑрӗн сӑмахӗсем янӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Каларӑм-ҫке сана тух пӳлӗмрен тесе, — мӑшӑрӗн аллисене сиввӗн илсе печӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех