Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшлатса (тĕпĕ: мӑшлат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумра Ҫтаппан мӑшлатса тӑни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗ мӑшлатса сывлани ӑна каллех шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Телее, ывӑлӗсем мунча хутса хунӑ, ҫӑвӑнса тухнӑ та туслӑн мӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫ айӗнчех шӑрчӑк чӑрлатать, сурӑхсем пӳрт ҫумӗнчи курӑка мӑшлатса ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хулпуҫҫийӗ урлӑ тӗпелелле пӑхакан Турунов, ҫакна асӑрхама ӗлкӗрнӗскер, ҫилӗллӗн мӑшлатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан чӗнессе чӗнмерӗ, анчах питӗ те кӑмӑлсӑррӑн мӑшлатса ларчӗ, Елюк ҫине куҫ шуррипе пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хушӑран кӑна картари ӗнесем канлӗн мӑшлатса яраҫҫӗ, тата пирӗн лаша, кӑмпӑрт-кӑмпӑрт тутарса, утӑ ҫиме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ӑна ним те пулман-мӗн: пӗр хушӑ йывӑррӑн мӑшлатса выртнӑ хыҫҫӑн тайкалана-тайкалана ура ҫине ҫӗкленчӗ, тӑвайккинелле хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл хӳрине вылятса каччӑсем патнелле мӑшлатса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Йывӑррӑн мӑшлатса сывлаканскер кашни пӳлӗм алӑкне уҫа-уҫа пӑхрӗ — фельетон авторне Тукмак Тукмакова шырарӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрарӑмпа ача пур чухне ун пек марччӗ, вӗсем мӑшлатса сывлани, пӗр-пӗринпе калаҫни илтӗнетчӗ те, чуна канлӗрехчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Алюнов ыраттарнӑ сулахай хул калакне темиҫе хутчен сӑтӑркаласа илчӗ те, мӑшлатса, шӑппӑн: — Ҫӗнтертӗн, Сюльдяшов! Санран иртейместӗп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ урса кайнӑ автан пек, пӗр-пӗрне куҫран пӑхса, мӑшлатса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хирӗҫ чӗнмесӗр, шӑла ҫыртатӑп, винтовкӑна ҫирӗпрех чӑмӑртатӑп, вӑл ман хыҫра мӑшлатса утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хайхи пӗр тапхӑр шӑпланчӗ те ман хыҫран мӑшлатса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хуллен мӑшлатса сывлать, тапхӑр-тапхӑр пӗтӗм кӗлеткине сив тытнӑ евӗр, чӗтресе илет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унтан тулли кӑмӑлпа, ҫаврӑнӑҫуллӑн, шӳтлӗн-мӗнлӗн калаҫкаласа, мӑшлатса та ухлатса, лӑшлатса та кехлетсе, мӗнпур ӑсталӑхне тан таптарса, ҫурӑмра ҫулӑм хыптара-хыптара, алӑра ҫиҫӗм ҫиҫтере-ҫиҫтере, чикан тарӗпе ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, вӑл-ку ҫӗрӗшсе чалӑшнине, хӑйпӑнса тухнине улӑштарса тӳрлетрӗҫ, ҫирӗплетрӗҫ, пӳрт пӗренисен хушӑкӗсене мӑк ҫапса тухрӗҫ, тӗкме юсарӗҫ, карта тытса пачӗҫ, вутӑ татса, ҫурса шаршанларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

…Ула Тимӗр, сылтӑм айӑк ҫинче выртса мӑшлатса ыйхӑ сӑптӑраканскер, ир ҫинчен сасартӑк сулахай енчи пусмалӑх шӑмми чӑтма ҫук ыратса кайнине туйрӗ те, шурӑллӑ-хураллӑ, хӑмла ҫырлиллӗ–йытӑ ҫырлиллӗ тӗлӗкне татса, вӑранса кайрӗ: мӑй шӑнӑрне ик-виҫӗ тӗлтен темскерсем, ҫивӗчскерсем, чашт! пӑталанса касӑнса кӗни паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫтукпа Альтук юнашар мӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗлке хыпаланса ӗҫлет, хӑй хӑшӑл-хӑшӑл мӑшлатса сывлать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех