Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшкӑлӗ (тĕпĕ: мӑшкӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир халиччен тӑшман мӑшкӑлӗ пулман, пулас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ нихҫан та Микула мӑшкӑлӗ пулас ҫукчӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сутса ярар та пулар мар урӑхран ҫав путсӗрсен мӑшкӑлӗ, э?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӑшкӑлӗ пысӑках пулчӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимушӑн хӑмла пахчи, Укаҫӑн мунчи тӑвӑл мӑшкӑлӗ пулчӗҫ: ҫил хӑмла шалчисене пурне те кӑлара-кӑлара печӗ, мунча ҫивиттине ҫырма хӗрринех кайса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ун чапӗ ҫине, хӑй калашле, «хӗрес хурса», эпӗ ӑна ҫав телейсӗр ачалӑх мӑшкӑлӗ патне чӑнахах та тӗртетӗп пек туйӑна пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урха мӑшкӑлӗ пулас мар тесе Ентимӗр тӑрӑхӗнчи ҫынсем меслет тупаҫҫӗ — вырӑс тӗнне йышӑнса Шупашкарти пуҫлӑхсен кӑмӑлне ҫавӑраҫҫӗ, ҫапла май вара ҫулнӑ утти пуҫтарса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Эпӗ Сардимиров мӑшкӑлӗ пулмастӑпах.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Упӑшка мӑшкӑлӗ пулни хул-ҫурӑма хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хунчар йӑхӗ ҫав ирсӗр хӗрупраҫ мӑшкӑлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, Укаслу паян унӑн, Карлайӑн мӑшкӑлӗ пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн инкеке лекнисене, тертлӗ-хӗнхурлине, ҫын мӑшкӑлӗ пулнисене кӑшт та пулсан пулӑшас теместӗн-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

ГАИ сотрудникӗ служба вӑхӑтӗнче ӳсӗр преступниксен мӑшкӑлӗ пулса 27 ҫултах куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Тӗнче мӑшкӑлӗ вӗт ку?

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн тери чаплӑ хуларан тӗнче мӑшкӑлӗ туса хутӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑрӑн чапа ӗмӗрлӗхе пӗтерес марччӗ, вырӑссен мӑшкӑлӗ пулас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫӗ ҫавах, мӑшкӑлӗ ҫавах, урара тимӗр такан е сӑнчӑр тӑлӑ ҫеҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачи-пӑчине, арӑмӗсене мӗнле манӗ вӑл, вӗсене кам мӑшкӑлӗ пулма пӑрахса хӑварӗ?

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кучака пирӗн хамӑр енне туртса илмелле, нухай мӑшкӑлӗ пулма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех