Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшкӑлне (тĕпĕ: мӑшкӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑна киле маннӑ пекех пулчӗ Тимуш Энтри мӑшкӑлне.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Авалтан тытса тӑнӑ йӗркесене Пуп таврашсен мӑшкӑлне хӑварчӗҫ: Чарӑнмасӑр хӑвӑртрах христосӑн тӗнне Шыва кӳртсе куҫармашкӑн хуштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ кам сӑнарӗ чӗрӗ вӑй-хал та тӳсӗмлӗх парса тӑчӗ Ула Тимӗре выҫҫи-туттине те, пурнӑҫри тата ӗҫри пур йывӑрлӑхсене те, чир-чӗре те, усал ҫынсен мӑшкӑлне те, элекне те ҫирӗппӗн чӑтса ирттерме, вӗсене ҫӗнтерме!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн Сафаран ҫуралнӑ ывӑлӗпе ӗлӗк те чуна нумай ыраттарса пурӑнчӗ вӑл, халӗ ун мӑшкӑлне тӳсме ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миккие ятлать вӑл, шӑллу мӑшкӑлне чӑтса пурнан тет.

В то же время он укоряет Микки, мол, слушаешь своего братца, живешь под его гнетом, никуда не ходишь.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳре-шарасен мӑшкӑлне те вӗсене хӑйсене тарӑхтарнине ҫеҫ лайӑх астӑватӑп».

Одно только хорошо помню: насмешки чиновников и как мы их самих доводили до бешенства.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Апла пулсан ма тӳссе пурӑнатӑр ун мӑшкӑлне?

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахиб-Гирей хӑйӗн мӑшкӑлне вӗҫӗмсӗр тӳссе пурӑнма пултараҫҫӗ тесе шутлать пулсан эпир ӑна вырӑссен тӳсӗмсӗр пуҫне хаяр ҫилӗ те, вӑй та пуррине кӑтартса парӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем пек кӳренмелле пулсан та вӗсен Крым аскерӗсен мӑшкӑлне тӳссе курма тивет.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӳреймен вӑл мӑшкӑлне.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Куҫ айӗнчи кӑваксем вӑл такам мӑшкӑлне тӳснине ҫирӗплетрӗҫ.

Синяки под глазами доказывали, что она от кого-то терпела унижение.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Эсир пире хур тумастӑр, нимӗҫсемпе бандитсен мӑшкӑлне памастӑр.

Вы нас не обижаете и в обиду немцам и бандитам не даете.

Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Тирансен мӑшкӑлне вӑл чӑтаймасӑр, Арӑмне, ачине-пӑчине пӑрахса хӑварнӑ; Россия ҫӗршывне пырса ҫитсессӗн, Ватлӑха вӑл тупнӑ тӑван кӗтес: Ачасене вӗрентсе, ашшӗ-амӑшне килӗшсе…

Супругу и семью оплакав избиянну, Покинул родину, тиранами попранну; Российския страны достигнув берегов, Обрел на старости гостеприимный кров; Учил детей, родителей покоил…

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Унра, чунӗ тӗпӗнче, темӗнле пысӑк та йӳҫӗ туйӑм хӑпарса пынӑ, вӑл ҫав туйӑмӑн ӳсӗмне сӑнанӑ, — чӑнах та вӑл ӑна ӑнлансах пӗтереймен, анчах чун пӑшӑрханӑвне, чун мӑшкӑлне лайӑхах сисе пуҫланӑ.

В нем, из глубины его души, росло какое-то большое горькое чувство; он следил за его ростом и хотя еще не понимал его, но уже ощущал что-то тоскливое, что-то — унизительное…

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ирӗке тухас текенсем, ҫак мӗскӗн чура пурнӑҫӗпе пурӑнас вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫу хирӗнче хисеплӗ вилӗмле вилме хатӗррисем, хӑйсене хӑюллӑ, вӑйлӑ тытса, вӑрҫӑ йывӑрлӑхӗсемпе хӑрушлӑхӗсене тӳсме хатӗр тесе шутлаканнисем, курайми сӑнчӑрсен мӗнпур мӑшкӑлне туякансем хӗҫ-пӑшал тытӑр, ҫавӑн пеккисем пирӗн хыҫҫӑн пырӑр, — терӗ Спартак.

— Кто из вас хочет быть свободным и предпочитает жалкой жизни раба почетную смерть на поле битвы, с оружием в руках, кто из вас чувствует себя смелым, сильным и готовым вынести все тяготы и опасности войны, поднятой против угнетателей, кто из вас чувствует весь позор ненавистных цепей, — пусть возьмет в руки любое оружие и последует за нами.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Нимӗҫ мӑшкӑлне курманнине, ачисен мӑшкӑлне курмастех Иван Гаврилович.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хам ачама ик ураллӑ тискер кайӑксен мӑшкӑлне парасси ҫӑмӑл-и маншӑн?..

Каково мне отдавать свое дите на поругание двуногим зверям.

XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Юнкер мӑшкӑлне чӑтайман пулӗччӗ.

Не снёс бы нагайки.

Ҫапла пуҫланать революци // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ачаллах ют ҫын мӑшкӑлне тӳснӗ, патак ҫинӗ.

Сызмальства в людях горе мыкала — сколько одних побоев вынесла!

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хуҫа мӑшкӑлне тӳссе йӑлӑхнӑ бурлаксем пӗррехинче нихӑше те ӗҫе тухмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех