Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнукӗ (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл I Николай мӑнукӗ шутланать, СССР тата СССР саланнӑ хыҫҫӑнхи Раҫҫейри Романов ҫемйинчен чӗрӗ юлнӑ юлашки ҫын.

праправнучка Николая I, последняя из семьи Романовых, остававшихся в СССР и постсоветской России.

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Пушӑ вӑхӑтра вӑл медработниксем пухӑнса ларакан пӳлӗме кӗретчӗ те пирӗнпе шӳтлеме пуҫлатчӗ, хӑш чухне вара хӑйӗн мӑнукӗ ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Паян мучие 5 мӑнукӗ тата мӑнукӗн 7 ачи савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Паянхи кун вӗсен 9 ачи, 25 мӑнукӗ, мӑнукӗсен 41 ачи йӑха малалла тӑсать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Паянхи кун Черновсене 6 мӑнукӗ тата вӗсен икӗ ачи савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Уҫук кинемей аслӑ мӑнукӗ умӗнчен палт ҫаврӑнчӗ те кӗҫӗннине ҫавӑтса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кинемейӗн аслӑ мӑнукӗ те сас кӑлармарӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл мӑнукӗ умне пычӗ те: «Уттарам сана пиччӳ сукмакӗпе» тесе чутах пуҫ урлӑ туяпа ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Уҫук кинемей чӳречерен пуҫне кӑларчӗ те : «Ара, ман кӗҫӗн мӑнукӗ вӑрманти фермӑра, — терӗ, — шкулта вӗренекенсемпе пӗрле. Чимӗр-ха, урама тухам».

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ав, старикпе карчӑк, вӗсен мӑнукӗ, йытӑ, шӑши.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Анчӑка старикпе карчӑкӑн мӑнукӗ хыҫнелле шутарма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, вӑл пӗр-ик хут вӗрсе те илчӗ, темрен-ҫке ури ҫакланнӑ, кӗрӗс-мерӗс ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Унӑн мӑнукӗ хӑй тӗллӗнех чупакан пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан укҫине енчӗке чиксе хучӗ те ку тӗлӗнмелле ырӑ вырӑс хӗрарӑмӗ кинӗпе мӑнукӗ валли мӗнле кучченеҫ парса янине пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинӗпе мӑнукӗ ним нушасӑр пурӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килӗнче кинӗпе мӑнукӗ татӑк ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнасарах пӑхрӗ те ку мӑнукӗ валли парне парса янӑ хӗрарӑмне палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла Ҫтаппана хисеплӗ кинӗ типсе пыни, ӑна пула мӑнукӗ начарланни, хӑй ку инкеке нимпе те сирме пултарайманни тарӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман патра ӗҫлет, тепри, каларӗ ӗнтӗ, тусун мӑнукӗ — Миша, «Хурӑнлӑх» клуб заведующийӗ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӑнукӗ касмасӑр хӑварнӑ ват юман айне халӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ палӑк лартрӗҫ, ун ҫине паттӑрӑн ятне ылтӑнпа ҫырса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗнле паллӑ тумаллине сирӗн бригадир, Йӑкӑнат пиччен мӑнукӗ Раман, хӑех чухласа илӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех