Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ лайӑх пӗлекен Турунов хӑйне хӑй ҫапла ятлать, Турунов хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ юлташӗсене ҫапла мухтать, хӑйӗн чун-чӗри тасалнӑшӑн савӑнать, ӳлӗм ӑна мӑнкӑмӑллӑхпа чапшӑн хыпӑннин мӗлки нихӑҫан та хуратмӗ тесе шантарать.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эпир вӑл мӑнкӑмӑллӑн утнине, ҫак мӑнкӑмӑллӑхпа шкул картишӗ витӗр урама утса тухнине сӑнаса тӑтӑмӑр.А потом мы могли еще любоваться, как она несет свою гордость по школьному двору, по улице.
Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унӑн пичӗ ҫеҫ йӗркеллӗччӗ, пичӗ ҫинче халь те мӑнкӑмӑллӑхпа паттӑрлӑх палӑрса тӑратчӗ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Мӑнкӑмӑллӑхпа чыслӑхран килекен паттӑрлӑх вӑл — чи лайӑх та сайра хутра кӑна тӗл пулакан паттӑрлӑх.Самый прекрасный и самый редкий героизм тот, в основе которого лежат гордость и честь.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче те лайӑххи куҫӗсем ҫеҫ, куҫӗсем вара чӑнах та илемлӗ — пысӑк, хура; мӑнкӑмӑллӑхпа айванлӑха уҫӑмсӑррӑн та ыррӑн палӑртакан ҫав куҫсем ҫине пӑхмасӑр ниепле те чӑтаймастӑн.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл айван ӑслӑ марччӗ, чылаях вӗреннӗскерччӗ тата пире вӗрентсе ӳстерессине тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыратчӗ, анчах хӑйсен енчен килнӗ ытти ҫынсем пекех, вырӑс кӑмӑлӗпе килӗшми ҫӑмӑлттайла хӑйне хӑй юратнипе, мӑнкӑмӑллӑхпа, чӑрсӑрлӑхпа тата хӑй ҫине ытлашширех шаннипе уйрӑлса тӑратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кирлӗ пулсан — мӑнкӑмӑллӑхпа та ишӗпӗр, анчах материальнӑй чаҫсем ҫинче мар.Нужно будет — на самолюбии будем плавать, а не на материальной части.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Трактор, тулхӑркаласа, авалхи ят ҫӗрӗсем ҫине каять, манӑн ача-пӑча чӗри сӑмахпа ҫавӑрса калайми савӑнӑҫлӑ мӑнкӑмӑллӑхпа тулчӗ: эпӗ те ҫак аслӑ ӗҫе хутшӑнса куртӑм вӗт-ха; ав унта, хум пек чӳхенсе пыракан казак ҫӗлӗкӗсемпе картузӗсен тарринче, шап-шурӑ та ула-чӑла тутӑрсем ҫыхса янӑ хӗрарӑмсен пуҫӗсенчен ҫӳлерех, маншӑн чи ҫывӑх ҫыннӑн — аттен кӗлетки курӑнса тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Старик сӗтел ҫинчен бронзӑран тунӑ пысӑках мар бюста илчӗ те, ӑна боеца кӑтартса, темӗнле вырӑнсӑр хӑпартлануллӑ мӑнкӑмӑллӑхпа калаҫма тытӑнчӗ:
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Мӑнкӑмӑллӑхпа ҫутӑлса, вӑл Настя ҫине пӑхса ыйтрӗ:
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Ну, мӗнле? — тесе ыйтнӑ та вӑл, хӑй мӑнкӑмӑллӑхпа тулса ларнӑ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Мариам пӗр самантлӑха канмалли пӳлӗм алӑкӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ те, савӑннине палӑртман мӑнкӑмӑллӑхпа хӑй вӗрентнӗ ачасем мӗнле ӗҫленине сӑнарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Вунӑ х-хутчен ви-вилме т-тытӑнтӑм — ви-вилмерӗм, — шӑнӑр туртнипе тутисене турткалантарса, тӗлӗнмелле мӑнкӑмӑллӑхпа ответлерӗ лешӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Артамашов такам та сиссе илмелле мӑнкӑмӑллӑхпа калаҫрӗ, «эпӗ» тенине апла май та, капла май та ларта-ларта пычӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑрушлӑхран иккӗшӗ те ҫапла пит ҫӑмӑл хӑтӑлни чӗрене савӑнӑҫлӑ мӑнкӑмӑллӑхпа ҫӗклентерет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан Шульгович сасартӑк шӑпланчӗ; такамӑн чӗтӗрекен, йӑлӑнса тархаслакан сасси илтӗнчӗ, вара сасартӑк Ромашов, самантлӑх пауза хыҫҫӑн, хӑратса-хытарса яракан мӑнкӑмӑллӑхпа, тарӑхупа та йӗрӗнчӗклӗхпе каланӑ сӑмахсене, юлашки сӗм таранчченех, яр-уҫҫӑн, ҫав тери уҫҫӑн илтсе юлчӗ:
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Телейлӗ юратӑвӑн мӗнпур савӑнӑҫӗсем те ун умӗнче нимӗн те мар: вӑл ҫын чӗрине ӗмӗрлӗхех тап-таса килӗшӳлӗхпе, чи таса мӑнкӑмӑллӑхпа тултарать.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах пӗррехинче, — ку вӑл туй хыҫҫӑн пӗр пилӗк уйӑх иртсен пулчӗ, — Дмитрий Сергеич урокран таврӑнчӗ те арӑмӗ темӗнле улшӑннине асӑрхарӗ; Верочка куҫӗсенче мӑнкӑмӑллӑхпа хаваслӑх ҫиҫсе йӑлтӑртатать.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсенче каллех мӑнкӑмӑллӑхпа хӑюлӑх хӗлхемӗ ҫунма тытӑнчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, ку юрату пулман, вӑл, турӑ пӗлет-и, темле арпашӑннӑ шухӑш, мӑшкӑл чӑтса ирттернӗ мӑнкӑмӑллӑхпа ӑмсану пӑтрашни ҫеҫ, тен ҫак йӗксӗкӗн кичем чунӗ ҫав юратуран услам курасшӑн тӑрӑшни те пуртӑр-ха, ҫаплах пулӗ, тетӗп эпӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2